Пĕлме: Патăрьел муниципалитет округĕнчи территори пайĕсенче экологи субботникне хутшăнса обществăлла территорисенче 800е яхăн тĕрлĕ йывăç лартса хăварнă
Сăкăт ялĕнче пурăнакансем тирпей-илемпе, экологипе çыхăннă субботниксене яланах хастар хутшăнаççĕ.
Акă, çак кунсенче çеç эпир Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул тултарнине тата Чăваш Енри Çĕнтерÿпе патриотизм çулталăкне халалласа «Туслăх» сквер таврашне 80 тĕп çăка, хурăн, тирек йывăçĕсен хунавĕсене лартрăмăр. Субботника 60 ытла çын хутшăнчĕ. Территори пайĕн, культура, библиотека ĕçченĕсем, ача сачĕпе шкул коллективĕсем, ял хастарĕсем субботникра пысăк хастарлăх кăтартрĕç.
Сăмах май каласан, шăпах пилĕк çул каялла пирĕн ялта патшалăх пулшăвĕпе, хула хăтлăхĕн программипе ял варринчи кÿлĕ таврашĕнче хăтлă парк уçрĕç. Паян вăл пирĕншĕн ял илемĕ, кану вырăнĕ шутланать. Территорие тирпейлĕ тытса тăрасси, кунти хăтлăха упрасси вара — пирĕн тивĕç. Малашне пĕрлехи вăйпа лартнă çамрăк йывăçсене йăл илме пулăшасси те пирĕн яваплăх çинчех.
Вероника КУЗНЕЦОВА, Сăкăт территори пайĕн начальникĕ
Декабрь 2025 |
