Депутат ячĕпе — волейбол турнирĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 24.10.2025, 13:29 Просмотров: 70

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул спорт залĕнче йăлана кĕнĕ муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕн Наталия Андрееван парнисене çĕнсе илессишĕн хĕрачасем хушшинче волейбол турнирĕ иртнĕ. Кăçалхипе вăл пиллĕкмĕш хут пулнă. Спорт пурнăçĕнче вăйă анлă пулăм шутланать.

Турнира хутшăнакансене муниципалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ, администрацин финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова саламланă.

Кăçал ăмăртăва Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç округĕсенчи, Çĕнĕ Шупашкар, Шупашкар хулисенчи шкулсенче вĕренекенсемсĕр пуçне Комсомольскинчи, Тутар Республикинчи Пăвари çитĕнекен ăру та хутшăннă.

Вăйăра кашни команда хăйĕн ăсталăхне, çĕнтерÿ патне ăнтăлнине, волейбола юратнине, пултарулăха кăтартнă.

Мала тухнисем кубоксем, дипломсем, медальсем çĕнсе илнĕ. Спортсменсене çавăн пекех «Чи лайăх вылякан», «Чи лайăх тапăнса вылякан», «Чи лайăх хÿтĕлевçĕ» номинацисемпе чысланă.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика