Туслăх, пĕрлĕх, юрату çĕнтернĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 24.10.2025, 13:28 Просмотров: 77

«Паттăр» спорт шкул залĕнче «Çемье команди» ятпа спорт фестивалĕ иртнĕ. Ăна Атте кунне халалланă.

Фестивале хутшăнакансене муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, администрацин хăтлăх кĕртессипе территорисен аталанăвĕн управленийĕн начальникĕ Фениль Алиуллов саламланă. Вăл ашшĕсен ролĕ çитĕнекен ăрăва воспитани парса ÿстерес ĕçре пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртнă.

Çавăн пекех мероприятие хутшăнакансене муниципалитет округĕнчи Ашшĕсен канашĕн председателĕ Николай Андреев, спорт шкул директорĕ Анатолий Афанасьев саламланă.

Старта 16 команда тăнă. Фестивале хутшăнакансен дартс, боулинг тупăшăвĕнчен тухмалла тата вырăнтан инçерех сиксе палăрмалла пулнă. Спортпа туслă пулни çеç ушкăнпа ĕçлеме май парать. Çемьесем çакна çирĕплетнĕ те.

Фестивале хутшăнакансене медальсемпе парнесем тивĕçнĕ. Унсăр пуçне вĕсенче нумайлăха чунра упранакан савăк кăмăл юлнă. Пурнăçра куллен кирлĕ пĕрлĕх, юрату, пĕр-пĕрне пулăшса, хавхаланатарса пыни малашне те пултăрах çемьесенче.

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика