Кашни кунах Аслă Чемен тата Тури Чакă ялĕсем хушшинче вырнаçнă «Айтуш» илемлĕ уçланкă каçа хирĕç ача-пăча сассипе ян! та ян! янăраса çеç тăрать. Эрнере ултă хутчен кунта футбол вăййине юратакан çамрăк ачасем пуçтарăнаççĕ.
— Кăçалхи март уйăхĕнче яла отпуска килсен урамра арçын ачасем пуçтарăнса тăнине асăрхарăм. Вĕсене футболла выляма сĕнтĕм. Хаваспах килĕшрĕç шăпăрлансем. Паян вара çамрăк футболистсем пĕр-пĕринпе тупăшсах выляççĕ,— хаваспах калаçăва пуçларĕ Вячеслав Дубинин тренер.
Вячеслав Иванович Шупашкарта ĕçлесе пурăнать. Канмалли кунсене каччă яла васкать, хăйне пĕчĕк спортсменсем кĕтнине лайăх ăнланать. Ачисем пушă вăхăтне футбол лапамĕнче ирттернине ашшĕ-амăшĕ те ырласа йышăннă. Вĕсене ятарлă пушмак та туянса панă. Вячеслав Иванович вара футболистсене пĕр пек майкăсем парнелесе савăнтарнă.
Кăçал уçланкăри ял уявĕнче пуçласа ачасем мини-футболла вылярĕç. Турнир кăсăклă иртрĕ. Чи ăста выляканнисене аслисем пекех Хисеп хучĕпе тата парнепе хавхалантарчĕç. Сăмах май каласан, чи хастар вылякан Данилпа Ярослав Фроловсене вăл Хусана «Рубин-Оренбург» матча та илсе кайса килнĕ.
Çамрăк тренер шкулта чухнех çак вăййа килĕштернĕ. Юратнă «Локомотив» команди вылянине Мускава курма темиçе хутчен те кайнă. Вăл ертсе пынипех 4 çул каялла мини-футбол турнирне ирттерме пуçларĕç. Турнира Украинăри ятарлă çар операцийĕнче пуçне хунă А. Софронов ячĕпе йĕркелеççĕ. Футбол вăййине пĕр çемьерен темиçе ача çÿрекен те пур. Сăмахран, Фроловсем виççĕн тан хутшăнаççĕ.
— Вячеслав Иванович килессе эпир кашни эрнере чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. Вăл пулман чухне Тури Чакă ялĕнче пурăнакан А. Иванов хастар спортсмен тренировкăсем ирттерет. Пире вĕсем вăйă меслечĕсене çеç мар, хамăра ытти чухне те мĕнле тытмаллине вĕрентеççĕ, çирĕп кăмăллă пулма хăнăхтараççĕ. Футбол — пирĕн юратнă спорт тĕсĕ,- теççĕ кăмăлтан ачасем.
Надежда КОШЕЛЕВА, вĕрентекен. Аслă Чемен ялĕ.
Декабрь 2025 |
