Шкул театрĕсен «Асам» республика фестивалĕн муниципалитет шайĕнчи конкурсĕ иртнĕ. Кăçалхипе вăл виççĕмĕш хут пулнă. Ăна Раççей Федерацийĕнчи Çĕршыв хÿтĕлевçин тата Чăваш Республикинчи Çĕнтерÿпе патриотизм çулталăкне халалланă.
Шкул театрĕ вăл ачасен пултарулăхне уçса пама, ку енĕпе вĕсен ăсталăхне малалла аталантарма пулăшать. Хăшĕсен пултарулăхĕ ытларах-ха? Шăпах ăна палăртас енĕпе иртнĕ те ĕнтĕ Патăрьелĕнчи ăсталăх шкулĕнче йĕркеленĕ конкурс.
16 коллектив хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ жанрпа йĕркеленĕ миниатюрăсемпе кăтартнă. Вĕсем спектаклĕсене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин пулăмĕсемпе çыхăнтарнă. Куракан патне эмоци шайĕнче çитерме пултараççĕ. Тумĕсене те пĕлсе суйласа илнĕ. Декорацийĕсем те çав вăхăтпа килĕшÿллĕн тухнă. Юрри-кĕвви те тивĕçтерет. Çамрăк актерсем выляççĕ тесе те калаймăн.
Тăрăшса хатĕрленни куçкĕретех. Жюри спектакльсене тĕрлĕ енлĕ пăхса хакларĕ. Финала 5 коллектив тухрĕ: Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, иккĕмĕш, Аслă Чементи, Митта Ваçлей ячĕллĕ Первомайскинчи, Хирти Пикшикри вăтам шкулсем. Пĕрремĕш степеньлĕ лауреат дипломне вара «Чăвашла чи лайăх спектакль» номинаципе Первомайскинчи вăтам шкулта вĕренекенсен «Радуга» ушкăнĕ «Василий Теркин» (ертÿçи Е.Кольцова), Хирти Пикшикри вăтам шкулти «Çамрăк театралсем» «Ачамăрсем» (Л.Даниловăпа Л.Ачамова) спектакльсемпе çĕнсе илнĕ.
Иккĕмĕш степеньлĕ диплом Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти «Çамрăк театралсене» А.Бекăн «Волоколамское шоссе» кĕнекипе усă курса хатĕрленĕ «Вилмелле мар, пурăнмалла» (А.Ибрагимова), Аслă Чементи вăтам шкулти «Овация» ушкăнĕ лартнă «Полк ывăлĕ» (Н.Кошелева), Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул артисчĕсем сцена çине кăларнă «Аттене шыраса» (Н.Путяковăпа И.Селиванова) инсценировкăсемшĕн тивĕçнĕ.
III степеньлĕ дипломпа Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта вĕренекенсене «Çулсем иртсен те тÿрленмест чун суранĕ» (С.Никитина), Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкул коллективне «Сывă юлтăн-çке, эсĕ салтак» (Т.Митрофанова), Сăкăтри вăтам шкула «Кунти шурăмпуçĕнче лăпкă» (Е.Анюровăпа Н.Мышова), Турханти вăтам шкулти пултарулăх ушкăнне «Связистка» (Н.Мыловăпа М.Стефейкина), Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулти ачасене «Кунти шурăмпуçĕнче лăпкă» (Л.Гайнуллова), Шăнкăртамри Э.Феизов ячĕллĕ вăтам шкулти çитĕнекен ăрăва «Чĕрепе суйла» (А.Айзетулловăпа Г.Бикчурина), Çĕнĕ Ахпÿртри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти театр студине çÿрекенсене «Вĕçеççĕ çырусем» (Л.Казакова), Çĕньялти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти артистсене «Çĕнтерÿçĕсене тав» (Н.Егорова), Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти хĕрсемпе каччăсене «Çăкăр чĕлли» (Л.Узбековăпа Г.Вахитова), Туçари вăтам шкулти театра кăмăллакансене «Вăрçă ачисем» (О.Табакова), Ыхра Çырминчи вăтам шкулти ачасене «Шанăç çути» (А.Саберзяновăпа Р.Вахитова) постановкăсемшĕн чысланă.
Çавăн пекех «Чи лайăх хĕрарăм», «Чи лайăх арçын» ролĕсене вылякансене, чи лайăх костюм, декораци хатĕрлекенсене, ăста режиссер ĕçне те палăртнă.
Альбина ИВАНОВА
Декабрь 2025 |
