Ашшĕсен тĕслĕхĕпе ачисем çитĕнеççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 24.10.2025, 11:59 Просмотров: 70

Муниципалитет округĕнчи ача-пăча библиотекинче Атте кунне халалланă уяв иртрĕ. Мероприятие вулавăш çурчĕн ертÿçи Алевтина Овчинниковăпа муниципалитет округĕнчи Ашшĕсен канашĕн председателĕ Николай Андреев уçрĕç. Салам сăмахĕпе пĕрле вĕсем çывăх çыннисем ачисене воспитани парас ĕçре пысăк тÿпе хывнине палăртрĕç. Çитĕнекен ăру наставниксенчен тĕслĕх илессе шаннине пĕлтерчĕç. Николай Юрьевич хастар та тивĕçлĕ ашшĕсене Хисеп хучĕсемпе чысларĕ.

Çемьери ашшĕн пĕлтерĕшне хак пама çăмăл мар. Вăл — тĕрек, ачасемшĕн тус та, тĕслĕх кăтартакан та. Кашни атте тимлĕх уйăрса хăйĕн ывăл-хĕрĕшĕн чи лайăххи пулма тивĕç. Вĕсемпе çывăх пурăнса вăл çитĕнекен ăрăвăн малашлăх çулне уçать.

Çывăх çыннисене «Сказка» ача садне çÿрекенсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç, ашшĕсене чуна пырса тивекен сăвăсем вуласа кăтартрĕç. Хаваслă кулă, пĕр-пĕрне юратни, ăнланни уява пуянлатрĕ.

Ача садĕнчи «Улыбка» ушкăн воспитателĕ Светлана Рубцова тата библиотекарьсем мастер-класс ирттерчĕç. Вĕсем футболкăсене сăрăпа сăрласа илемлетрĕç. Кашнийĕн ĕçĕнче юратупа тимлĕх уйăрни палăрчĕ. Пĕрлехи тăрăшулăх çемьери çыхăнăва тата та çирĕплетрĕ. Ашшĕсем ывăл-хĕрĕн пултарулăхĕпе савăнчĕç. Çитĕнекен ăру вĕсен кăмăлне çĕклеме пултарнишĕн хĕпĕртерĕç.

Уяв сĕмне мероприяти программи çеç пуянлатмарĕ. Пÿлĕме хитре илемлетни те савăнăç кÿчĕ. Паллă куна мĕнле палăртнине асра тытмашкăн сăн ÿкерчĕксем туни те килĕшрĕ.

Ачасемпе амăшĕсем юратнă мăшăрĕсене, ашшĕсене халалласа стена хаçачĕ хатĕрленĕ. Унта çемье пурнăçĕнчи илĕртÿллĕ самантсене илсе кăтартнă. Çывăх çыннисене юратнине палăртса ырă сĕнÿсем вырнаçтарнă.

Уяв ашшĕсем çемьене тимлĕх уйăрнине, ырă та ăшă хутшăнусенче пурăннине уççăнах çирĕплетнĕ.

Альбина КАПИТОНОВА

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика