Искусствăлла интеллект — хăвăрт аталанакан технологисенчен пĕри юлашки вăхăтра. Малашне ун пĕлтерĕшĕ ÿссе кăна пырать. Шкулта уроксене интереслĕ те усăллă тума, çĕнĕлле шутлама пулăшать çак технологи. Шăпах çак темăна халалласа Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта акăлчан чĕлхипе вĕрентекенсен семинарĕ иртрĕ.
Малтан пухăннисем уçă уроксенче пулчĕç. Çак шкулти З.Чабатова, Н.Сельцова, С.Сафиуллина, Л.Якушева, А.Тазюкова, Ф.Югаметова, Т.Наумова тата Е.Матросова искусствăлла интеллект меслечĕпе усă курса уçă уроксем ирттерчĕç. А.Янешова мастер класс кăтартрĕ. Пухăннисем вĕрентекенсен ĕçĕсене ырларĕç, вĕсен професси шайне тата пултарулăхне пысăк хак пачĕç. Семинар ĕçне малалла тăснă май, вĕрентÿ пайĕн методисчĕ Ч.Ишмуратова педагогсене уçă уроксемшĕн тав турĕ, умра тăракан планпа паллаштарчĕ. Директорăн вĕренÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ А.Гранатская семинара килсе вĕрентекенсен ĕçне хакланăшăн хăнасене тав турĕ.
Пухăннисем тĕл пулупа кăмăллă пулчĕç, вăл тухăçлă тата усăллă пулнине палăртрĕç. Малалла та пысăк ĕмĕтсемпе, хавхаланупа ĕçлес кăмăлпа саланчĕç вĕсем Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкултан.
Надежда КОШЕЛЕВА, Аслă Чемен вăтам шкулĕнче акăлчан чĕлхипе вĕрентекен
Декабрь 2025 |
