Республикăра чи лайăх фельдшерпа акушер пунктне палăртас енĕпе «ФАП — сывлăх центрĕн туртăмĕ» проектпа килĕшÿллĕн «Манăн фельдшерпа акушер пункчĕ чи лайăххи» конкурс иртнĕ. Унта хутшăнса Треньелĕнчи сывлăх учрежденийĕ малтисен йышне кĕнĕ.
Участокри çынсен 97 проценчĕ диспансеризаци тухни çамрăк специалист хăйĕн тивĕçне кăмăлтан пурнăçланине çирĕплетет
Проект Раççейри сывлăх сыхлав министерствин медицина профилактики, Чăваш Енри сывлăх сыхлав министерстви хĕрарăмсен Канашĕн тата Наци медицина терапи тĕпчев центрĕн пулăшăвĕпе пурнăçа кĕрсе пырать. Мĕншĕн йĕркеленĕ-ха ăна? Ялсенче кашни çын медицина пулăшăвне илме пултартăр, фельдшерсем халăхпа тачă çывăхланччăр, «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн сывлăхне вăхăтра тĕрĕслеттерсе тата çирĕплетсе пыма май туптăр тесе.
Пĕрлех фельдшер профессине вырăна хурса çамрăк специалистсене медицина сферине анлăн явăçтарас тĕллевпе те йĕркеленĕ.
Треньелĕнчи фельдшерпа акушер пунктĕнче Екатерина Михайлова ĕçлет. Ун пирки кăçалхи «Авангард» хаçатăн 38-мĕш номерĕнче «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ рубрикăпа «Сиплевçĕсен канашĕ эмелпе танах» материал та пичетленчĕ.
Экспертсем конкурса явăçакансен ĕçне тимлĕн тишкернĕ. Муниципалитет округĕнчи тĕп больницăн ялти ФАПĕн ĕçне ытти фельдшерпа акушер пункчĕсенче сарма сĕннĕ.
Участокри терапевтсем çук ФАПсенче. Вĕсен тивĕçне фельдшерицăсем пурнăçласа пыма тăрăшаççĕ, тĕп больницăри тухтăрсемпе телемедицинăпа çыхăнса кирлĕ консультацисене илеççĕ. Çавăн пекех пациетсене сиплев эмелĕсемпе те тивĕçтереççĕ тата ытти те.
Мала тухнисене Чăваш Республикинчи министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Владимир Степанов Шупашкарти иккĕмĕш медицина форумĕнче чысланă. Екатерина Михайловăна хăвăрт çÿрекен велосипед панă. Ялта çÿреме питех те меллĕ. Пациент патне вăхăтра çитме майлă.
Альбина АСТРАХАНЦЕВА
Декабрь 2025 |
