Историе куç умне кăлартăмăр

Категория: Публикации Опубликовано: 24.10.2025, 11:56 Просмотров: 85

Нумай пулмасть Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсемпе Мускавра çамрăк армеецсен вĕрентÿпе методика сборĕнче пултăмăр. Мероприятие Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи чарăннăранпа 80 çул çитнине халалланă.

Çавна май унта çитĕнекен ăрăва çарпа патриотла воспитани парассине, вĕсенче паттăрлăх туйăмне вăратассине, кăмăл-сипет пуянлăхне ÿстерессине тĕпе хунă. Юхма енпе Пăлаçи ывăл-хĕрне çĕршывăн тĕп хулине Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен тĕп шутлав центрĕн начальникĕ Роберт Баранов генерал-майор йыхравланă.

Пĕрремĕш кунĕнче вĕренекенсемпе Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен «Патриот» çарпа патриотла культурăпа кану паркĕнче пултăмăр. Унта музей комплексĕсем, интереслĕ куравсем вырнаçнă. Комплексри «Астăвăм çулĕ» 1418 утăма тăсăлать. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи шăпах çавăн чухлĕ кунпа çĕр пынă. Кашни кун историе халалланă галерейăсем вырнаçнă унта. Совет халăхĕпе çарĕ фашистла Германие мĕнле çапса аркатни куç умне тухать.

Çав кунах ачасем «Партизан ялĕ» çарпа истори комплексĕнче пулса çав юхăм пурнăçĕпе паллашрĕç. Çар техникипе хĕç-пăшалĕн куравне çитсе вăл вăхăтри тата ку чухнехи экспонатсене курса тĕлĕнтĕмĕр.

Мускаври аслă çар команда училищине те çитрĕмĕр. Çамрăк армеецсем курсантсен практика занятийĕсене те хутшăнчĕç. Музейра пулчĕç.

Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен тĕп шутлав центрĕнче Чăваш Енрен тухнă Раççей генералĕсемпе, паттăрĕсемпе тĕл пултăмăр. Çитĕнекен ăрăва вĕренÿ учрежденийĕн ĕçĕпе, çар специальноçĕсемпе паллаштарчĕç. Çар ретне тăма хатĕрленекенсен мĕнле пулмаллине ăнлантарчĕç.

«Интернет тетелĕнчи информаци хăрушсăрлăхĕ» тата çар хатĕрленĕвĕн занятийĕсем илĕртÿллĕ иртрĕç. Истори викторини те чылайăшне кăсăклантарчĕ. 9 а класри Анна Пласкина вара çĕнтерÿçĕ пулчĕ. Вăл Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен тĕп шутлав центрĕн начальникĕ Роберт Баранов генерал-майор аллинчен ятарлă парне илме тивĕçрĕ. Шкула самолет моделĕ, Раççей Хĕç-пăшаллă вăйĕсем тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсем çинчен çырнă кĕнекесем парнелерĕç.

Роберт Баранов пирĕн тăрăхранах. Вăл кÿршĕллĕ Елчĕк районĕнче çуралнă. Çитĕнекен ăрушăн курмалли, тĕлĕнмелли нумай пулнăшăн вăл та хĕпĕртерĕ.

Инга СЕЛИВАНОВА, Наталия ПУТЯКОВА, вĕрентекенсем

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика