Повесть ырра вĕрентет

Категория: Публикации Опубликовано: 24.10.2025, 11:55 Просмотров: 85

Сителĕнчи библиотека пунктĕнче «Литературăллă Чăваш Ен. 2024 çулхи çулталăк кĕнеки» фестиваль-конкурспа килĕшÿллĕн Улькка Эльменĕн «Интернетри юрату» повеçне пăхса тухнă. Оксана Хомуткина библиотекарь малтанах авторпа, унăн кун-çулĕпе паллаштарнă.

Кĕнеке вулама кăмăллакансем калаçăва хастар хутшăннă. Лидия Черткова автор повеçри Интернетри паллашăва, интернетри çыхăнăва çутатса пани çамрăксемшĕн усăллă пуласса шаннине палăртнă. Ырă енне те, япăххине те тĕл пулма пулать унта.

Нина Соколовăна ачасемпе ашшĕ-амăш хушшинчи çыхăнăва çырса кăтартни килĕшнĕ. Ирина Ляковăна Катя тата Дима сăнарĕсем кăмăла кайнă.

Юлашкинчен пĕр-пĕрне курмасăр Интернет урлă çыхăнни сиенлĕ çеç мар, инкек-синкек патне те илсе çитерме пултарнине палăртнă. Кĕнеке паянхи кун çитĕнекен ăрушăн та, ашшĕ-амă-

шĕшĕн те витĕмлĕ пулнине пĕтĕмлетнĕ.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика