Хăтлăх çулсен пахалăхĕнчен те килет

Категория: Публикации Опубликовано: 24.10.2025, 11:53 Просмотров: 80

Патăрьел муниципалитет округĕнчи çынсен пурнăç хăтлăхĕ, инфратытăм улшăнăвĕ вырăнти çулсене пăхса тăракан яваплă организацисенчен те килет. Кирек мĕнле пулсан та çул — ял, округ тĕкĕрĕ.

ИП И. Рубцова округ территорийĕнчи автомобиль çулĕсене пăхса, тирпейлесе, тасатса тăракан организацисенчен пĕри. Вĕсен яваплăхĕ çинче 60 çухрăм ытла çул. Çулла вĕсем çулсенчи шăтăк-путăксене тирпейлеççĕ, çулсене сараççĕ, хĕлле Алманчă, Пикшик, Ишлĕ, Çĕнĕ Ахпÿрт енне каякан автомобиль çулĕсене юртан тасатса тăраççĕ.

— Округри çулсене пăхса тăрас тĕлĕшпе эпир тахçанах ĕçлетпĕр. Çавăнпа та пирĕн организацинче опытлă та ăста специалистсем те сахал мар. Акă, Николай Лепешкин машинист-автогрейдерист, Владимир Кошкин водитель, Николай Рубцов, Вячеслав Ерофеев, Владимир Митрофанов тата ытти çул-йĕр хуçалăхĕн ĕçченĕсем нумай çул тÿрĕ кăмăлпа тăрăшаççĕ.

Вячеслав Николаев прораб та (сăн ÿкерчĕкре сулахайри) хăйĕн ĕçне кăтартуллă та тăрăшса пурнăçласа пырать, коллективпа пĕр чĕлхе тупса ĕçлет. Сăмах май каласан, хăйĕн професси ăсталăхĕнче ырă тĕслĕх кăтартнăшăн тата ăна тÿрĕ чунпа пурнăçласа пынăшăн вăл Чăваш Республикинчи транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн Хисеп грамотине илме тивĕçрĕ, — пĕлтерчĕ Инна Рубцова.

Альбина НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика