Ялта çуралнă, унтах тĕпленесшĕн

Категория: Публикации Опубликовано: 24.10.2025, 11:51 Просмотров: 84

Кăçалхи вĕренÿ çулĕнчен Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта Раççей Федерацийĕн «Ачасем тата çамрăксем» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн «Агропромышленность комплексĕнчи — кадрсем» федераци проекчĕ ĕçе кĕчĕ. Вĕренÿ çуртĕнче агротехнологи класĕсем уçăлчĕç. Вĕсенче хими, биологи, математика тата физика предмечĕсене тарăннăн вĕренме пулать.

Наукăпа тата ял хуçалăхĕпе интересленекен çитĕнекен ăрăва малалла аталанса ÿсме пур услови те çителĕклĕ. Пулас професси патне вĕсем тĕллевлĕ пыма пултараççĕ. Çакнашкал классем республикăри 7 шкулта ĕçе пикеннĕ.

2017 çултанпа шкулта вĕренекенсем агрокласра пĕлÿ пухаççĕ. Пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарма ĕмĕт тытнисем (10-11 классенче пĕлÿ пухакансем) çÿреççĕ унта. Паян унăн малтанхи çимĕçĕсене те палăртмасăр иртме çук. Алла аттестат илнисенчен пĕрисем Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумне, теприсем республикăри аграри университетне çул тытнă. Дипломлă специалистсене «Исток» çĕр ĕç фирминче, акционерсен «Батыревский» хупă пĕрлешĕвĕнче (шутлă çеç пулин те) кăмăлласах йышăннă.

Паян агротехнологи пĕлĕвне 7 класра вĕренекенсем илеççĕ. 10 класа çÿрекенсем, професси суйласа илме шут тытнăран, профильлĕ пĕлÿ пухаççĕ. Вĕсен ĕмĕтне пурнăçа кĕртессине ашшĕ-амăш пухăвĕнче те сÿтсе явнă.

Ятарлă предметсемпе тарăн пĕлÿ памашкăн Владимир Баюсов, Елена Баюсова тата Диня Тумакова преподавательсем вĕренÿ курсĕнче пулса квалификацийĕсене ÿстернĕ.

«Проекта пурнăçа кĕртес тесен сахал мар ĕçлемелле. Шкул хăй тĕллĕн çеç илсе пыраймасть ăна. Çавăнпа та ял хуçалăх министерстви инвесторсене явăçтарать. Эпир пĕрле ĕçлеме акционерсен «Батыревский» хупă пĕрлешĕвĕпе килĕшÿ çырнă», — тет калаçăва малалла тăсса шкул директорĕ Людмила Лялина.

Патшалăх çакăн чухлĕ тимлĕх уйăрсан епле ĕçлемĕн-ха? Вĕрентекенсем ачасене ОГЭ, ЕГЭре пысăк балл пухса аслă шкулсене бюджет мелĕпе вĕренме кĕме май пултăр тесе тăрăшаççĕ. Çитĕнекен ăру олимпиадăсене, конкурссене явăçать. Пĕтĕм Раççейри пĕрремĕш агродиктанта хутшăнни кăмăллă. Экскурсисене тухса çÿреççĕ. Практикăра, стажировкăра пулаççĕ. Республикăри аграри университетĕнче лабораторисенче сăнавсене хутшăнаççĕ. Унти преподавательсем вырăна килсе çĕнĕ йышши методика параççĕ.

Инвесторсем шкула 5 миллион тенке яхăн оборудовани вырнаçтарса панă. Вĕренÿре мĕн кирли пурте çителĕклĕ. Сăнавсем тумашкăн приборсем пур. Партнер педагогсене уйăхсерен хушма тÿлев парса тăни те савăнтарать, хавхалантарать те.

Шкула тĕпрен юсани, арготехнологи кабинечĕсене килĕшÿллĕн сăрлани те илĕртÿллĕ. Унта ку чухнехи приборсемпе усă курса ачасем кирек хăш культура калăпăшне, ăна тăпрана мĕн чухлĕ тарăнăше акса çитĕнтерме пулнине те пĕлееççĕ.

Ачасем культурăн агротехнологи вăрттăнлăхĕсене вĕреннĕшĕн ашшĕ-амăшĕ те кăмăллă. Пĕлÿ илни яланах кирлĕ. Хальхи вăхăтра сахал мар фермер хуçалăхĕсем йĕркеленеççĕ. Тен, вĕсенчен ăста предпринимательсемех тухĕç. Алла диплом илсе тăван муниципалитет округне таврăнса унăн экономикине тĕреклетме кăмăл пуррисене вырăнти ертÿçĕсем яланах хавас.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика