Олег Николаев: «Çул-йĕр строительствинче çынсем мĕн кĕтнине тÿрре кăларнине пирĕн пĕлсе тăмалла»

Категория: Публикации Опубликовано: 24.10.2025, 11:49 Просмотров: 106

Республикăра юсанă çул-йĕр вăрăмăшĕ иртнĕ çулхипе танлаштарсан виçĕ хут ÿснĕ. Паянхи куна мĕн пур ĕç калăпăшĕн 95 процентне пурнăçланă. Çулталăк вĕçлениччен 530 километр çул-йĕр юсамалла.

2025 çулта Чăваш Енри çул-йĕр фончĕн калăпăшĕ 9 миллиард тенкĕ ытла. Вăл шутра 1,5 миллиард тенкĕ федераци бюджетĕнчен субсидиленет, 7,6 миллиард тенкĕ ытла республика бюджетĕнчен каять.

Республикăри çул-йĕре юсама хушма 2,5 миллиард тенкĕ уйăраççĕ. Çакăн пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕн черетлĕ планеркинче ЧР транспорт тата çул-йĕр министрĕ Максим Петров пĕлтернĕ.

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев «Ниме — Халăх бюджечĕ» проектпа килĕшÿллĕн пурнăçа кĕрсе пыракан çул-йĕр сторительствин ĕçĕсене уйрăмах тимлĕхе илме сĕннĕ.

Пĕлме: Патăрьел муниципалитет округĕнче кăçал хута янă 44 проектран çурри ытла çул-йĕре юсассипе çыхăннă. 2026 çулта пурнăçа кĕртме палăртнă 75 проектран каллех çурри ытла çул-йĕре, ялти инфратытăма хăтлăлатассипе çыхăннă.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика