Республикăри ялсенчи ăнăçуллă та пултаруллă хĕрарăмсемпе «Пехет» агромаркетра муниципалитет округĕсенче йĕркеленĕ «Уçă диалога» пĕтĕмлетнĕ.
Патăрьел муниципалитет округĕнчен çак тĕл пулăва Çĕнĕ Ахпÿртри çамрăк та ăнăçуллă, пултаруллă Анастасия Мартышкина (сылтăмри) хутшăннă. Маларах вăл муниципалитет округĕнче йĕркеленĕ тĕл пулура та пысăк хастарлăх кăтартрĕ, хăйĕн опычĕпе паллаштарчĕ.
Çавăн пекех тĕл пулăва Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев, Чăваш Енри хĕрарăмсен обществăлла организацийĕн председателĕ Наталия Николаева хутшăннă, муниципалитет округĕсенче пĕрлехи вăйпа ял хĕрарăмĕсен пуçаруллă ĕçне, бизнесне аталанмармалли, вĕсене ялта кирлĕ пек ĕçлеме майсем туса памалли пирки сÿтсе явнă. Çак ыйтусемпех эпир округра йĕркеленĕ тĕл пулура та туллин калаçрăмăр.
Алена ГОРШКОВА, Патăрьел муниципалитет округĕнчи хĕрарăмсен обществăлла организацийĕн ертÿçи.
Декабрь 2025 |
