Тÿрĕ эфирта Олег Николаев 50 ытла ыйтăва хуравланă

Категория: Публикации Опубликовано: 24.10.2025, 11:46 Просмотров: 111

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев 23-мĕш хут «тÿрĕ лини» ирттерчĕ. Икĕ сехете тăсăлнă тÿрĕ эфирта вăл тĕрлĕрен çынсене кăсăклантаракан ыйтăва хуравларĕ: социаллă çăмăллăхсем, çул, ятарлă çар операцийĕсен участникĕсен тÿлевĕ, ял, хула хăтлăхĕ, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сфери, авариллĕ çурт-йĕр тата ытти те.

Мĕн пурĕ «тÿрĕ линие» 800 ытла ыйту кĕнĕ. Ытларах вĕсене республикăра пурăнакансем социаллă сеть, интернет-ресурс урлă (289 ыйту) панă. Çавăн пекех кол-центр урлă 219, Республика Пуçлăхĕн телеграм-каналĕнчен 152 ыйту кĕнĕ. Эфир вăхăтĕнче Республика Пуçлăхĕ 50 ыйтăва тулли хурав панă. Ытти ыйтусем те пурте Республика Пуçлăхĕн тимлĕхĕнче пулĕç.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика