Пĕри — пуриншĕн, пурте — пĕриншĕн, Пулевейсем — тирпейшĕн!

Категория: Публикации Опубликовано: 24.10.2025, 11:46 Просмотров: 103

НĂРВАШ Шăхалĕнчи Пулевей урамĕ пек тирпейлĕ те хăтлă, çуллахи вăхăтра çеçкесемпе илемлĕ урамсемпе уçăлса çÿреме те кăмăллă. Кунта пурăнакан кашни çемье хăйсен çурт умĕпуринчен те кăтартулли пултăр тесе тăрăшать. «Пĕри — пуриншĕн, пурте – пĕриншĕн» текен тĕллевпе пурăнаççĕ кунта тĕпленнисем. Пысăкĕçсене ялан пĕрле пурнăçлаççĕ, час-часах тирпей-

илем субботникĕсем йĕркелеççĕ. Николай Узалуков опытлă староста кашнинпе пĕр чĕлхе тупса тăрăшни кирек мĕнле ĕçе те кал-кал пурнăçлама май парать. Марина Чебукова, Мария Максимова, Светлана Николаева урам хастарĕсем вара мĕнпур ĕçре кăтартуллă.

Пулевейсем тирпей-илемшĕн пурте пĕр çын пек кар тăнин результачĕ куç умĕнче. Кăçал вĕсем республикăра тирпей-илем енĕпе йĕркеленĕ конкурсра пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ! Сăмах май каласан, 2021 çулта та вĕсем республикăри çак конкурс çĕнтерÿçи пулнăччĕ.

— Пĕрлехи вăйпа çĕнсе илнĕ укçа-тенкĕне урама хăтлăх кĕртес тĕллевпех усă курасшăн,— пĕлтерчĕ территори пайĕн пуçлăхĕ Марина Кошкина.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика