ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнче православи тĕн йăли-йĕркине тытса пыма кĕлĕ çурчĕсем, чиркÿсем сахал мар. Юлашки вăхăтра ял хастарĕсен пуçарăвĕпе туса лартнă часовньăсем те йышланчĕç. Унсăр пуçне хамăр округ территорийĕнчех преподобнăй Серафим Соровский скичĕ те ĕçлет. Вăл Алманчă ялĕнчен аякрах мар, вăрман ăшĕнчи илемлĕ лапамра вырнаçнă. Улатăр тата Пăрачкав епископĕн пиллĕхĕпе 2016 çулта 25 гектар çĕр çинче пуçласа Лидия монахиньăпа Иоанн монах артезиан пуссине чавса пурнăçа пуçласа янă хыççăн кунта паян Христос тĕнне ĕненекенсемшĕн курмалли, пĕлмелли, тĕлĕнмелли те çав тери нумай. Скита килсе чун канăçлăхне тупакансем сахал мар. Вырсарникун, акă, округри пенсионерсен обществăлла организацийĕн ертÿçи Полина Логунова ертсе пынипе тивĕçлĕ канăва тухнă хастар общественниксем сăваплă вырăна çитсе курнă. Пĕрлех Алманчă территори пайĕн пуçлăхĕ Владимир Киргизов хăйсен ял аталанăвĕпе, халăх пуçарулăхĕпе пурнăçласа пыракан ĕçсемпе те паллаштарнă.
Декабрь 2025 |
