Округ çамрăкĕсенче — вăй, пысăк шанăç

Категория: Публикации Опубликовано: 24.10.2025, 11:44 Просмотров: 87

ЮЛАШКИ çулсенче Патăрьелĕнчи муниципалитет округĕнчи çамрăксем спортра та, тĕрлĕрен конкурссемпе фестивальсенче, ытти ăмăртусенче те пысăк хастарлăх кăтартаççĕ. Вĕсенче чăннипех те иксĕлми вăй, пысăк шанăç, ырă малашлăх. Акă, çак кунсенче çеç тĕрлĕ сферăра ĕçлекен çамрăксем республикăра иртнĕ «Граница» тактика вăййине хутшăнса округ чысне тивĕçлипе хÿтĕленĕ, пĕрремĕш вырăн йышăннă.

Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çамкăрсемпе ĕçлекен канашçи Татьяна Курнусова хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх командăн республикăра чи-чи кăтартулли пулма 16 тапхăра хыçа хăварса тĕрлĕрен йывăрлăхсене çĕнтерме тивнĕ. Çапах та çамрăксене çирĕп туслăх тата спорта чун-чĕререн парăнни пысăк çĕнтерÿ тума май панă.

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика