Автобус водителĕсен те культура кирлех

Категория: Публикации Опубликовано: 17.10.2025, 14:47 Просмотров: 130

«Авангард» хаçат редакцийĕн пÿлĕмне протез лартнă урине аран сĕтĕрсе уксахлакан вăйпитти арçын кĕрсе тăрсан тÿрех ăнлантăм: вăрçă паттăрĕ... Салтак хăй СВО участникĕ пулнине ĕнентерекен докуменчĕсене кăтартнă хыççăн тирпейлĕн çеç ыратакан урине тăсса хучĕ те майĕпен хăйĕн чун ыратăвне каласа пама пикенчĕ. Çак кунсенче вăл Шупашкартан Канаш урлă килекен автобуспа Патăрьелĕнчен Вăрманхĕрри Шăхаль ялне кайма кассăран билет туяннă. Салона кĕрсен водительтен инвалидсене лармалли меллĕ вырăн пурри пирки сăпайлăн ыйтнă-мĕн, удостоверенине те кăтартнă... Водитель вара ăна ăнлантарас вырăнне кÿрентерсе пĕтернĕ, билетне каялла кассăна парса таксипе кайма та сĕннĕ...

Кирек мĕнле обществăлла транспорт хуçин те пассажирсемпе сăпайлă, культурăллă пулмалли каламасăрах паллă-ха. Вăрçă ветеранĕсемпе, СВО участникĕсемпе, çĕршывшăн кар тăракансемпе вара ăшă та ырă пулмаллах.

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика