Первомайски ялĕнче çăмăл атлетика енĕпе тĕнче класлă СССР спорт мастерĕн, тĕнчери универсиада чемпионкин, çирĕп кăмăллисен Вăййин пăхăр призерĕн, тĕнче кубокĕн кĕмĕл призерĕн, нумай хутчен Совет Союзĕн чемпионкине тивĕçнĕ, утассипе виçĕ хутчен тĕнче рекордсменки пулнă Александра Деверинская парнисене тивĕçессишĕн республикăри çăмăл атлетсен кросĕ иртнĕ.
Çак ăмăрту Александра Тимофеевна çуралнă ялĕнче çулленех республикăн кашни кĕтесĕнченех çĕршер спортсмена пуçтарать. Ку хутĕнче старта Чăваш Енри 350 ытла çăмăл атлет тăнă. Вĕсене Раççейре пĕрремĕш тĕнче шайĕнчи çитĕнĕве тума пултарнă чăвашсен хастарĕ Александра Деверинская саламланă.
Ентеш паянхи кун та хăй çуралса ÿснĕ тăван ялне манмасть. Хальхи вăхăтра вăл утас енĕпе республикăри олимп резервĕсен шкулне ертсе пырать, спорта малалла аталантарса пулас чемпионсене хатĕрлет.
13 çулчченхи арçын ачасемпе хĕрачасем, 14-17 çулсенчи хĕрсемпе каччăсем, хĕрарăмсемпе арçынсем, спорт ветеранĕсем ушкăнсемпе ăмăртнă. Кашни ÿсĕм çулĕн хăйĕн дистанцийĕ. Çамрăкраххисем 500 метр, ыттисем çулне кура 3 километр таранччен чупнă. Çĕнтерÿçĕсем парнесене тивĕçнĕ.
Декабрь 2025 |
