Алă çумасăр çăкăр ан тыт...

Категория: Публикации Опубликовано: 17.10.2025, 14:43 Просмотров: 116

Çăкăр — пирĕн пахаран та паха пуянлăх. Çăкăр — вăл камсем тырă-пулă акаççĕ, пуçтараççĕ, камсем ял хуçалăх машинисемпе ĕçлеççĕ, камсем тутлă çăкăр пĕçереççĕ çавсен пархатарлă ĕçĕ.

Çăкăр пирĕн мăн асаттесен тĕп апат-çимĕçĕ пулнă. Ăна ыраш çăнăхĕнчен анчах пĕçернĕ. Ыраш çăкăрĕ хăйне евĕрлĕ техĕмлĕхĕпе палăрса тăнă. Чăвашсен çăкăр пĕçермелли ÿсен-тăрансенчен ыраш, тулă пулнă. Кĕрпе, кĕсел сĕлĕрен, пăтă виртен хатĕрленĕ. Çавăн пекех апатланура пăрçа йышши культурăсем пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннă.

Хальхи вăхăтра Çĕр чăмăрĕ çинче пурăнакан халăхсен çурри ытла тулă çăкăрĕпе тăранса пурăнать. Вăл калорилĕхĕпе, белокăн уйрăм формипе — клейковинăпа тата ытти тутлăхлă япалисемпе ыраш çăкăрĕнчен уйрăлса тăрать.

Тулă — авалхи ÿсен-тăран культури. Унăн витĕмлĕ сорчĕсенчен паха çăкăр пĕçереççĕ. Вăйлă тулă (сильная пшеница) сорчĕн 100 грамм çăнăхĕнчен 525 кубла сантиметр çăкăр пиçмелле. Унăн кăпăшкалăхне, тăсăлма пултарнине, тĕсне, тутине шута илеççĕ.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе ĕлĕк сĕтел хушшине çемйипех ларнă. Çăкăра çемьери асли пайласа панă. Кăкăр çумне хĕстерсе, тирпейлĕ, тĕпренчĕкне урайне ÿкермесĕр каснă. Çăкăр сăмсине касса хăйне валли хăварнă. Сĕтел варринче апатăн пысăк чашăкĕ ларнă, кашнин аллинче çăкăр чĕлли, кашăк пулнă. Кил-йыш пуçĕ малтан çиме пуçланă.

1994 çулта районта «Çăкăр» музейне уçнă. Унăн пуçаруçи район администрацийĕн пуçлăхĕ Василий Петров пулнă. Малтанхи директорĕ Чăваш Республикин хисеплĕ краеведчĕ, журналист, Пăлапуç Пашьелĕн халăх пултарулăхĕн йĕркелÿçи Виталий Киданов пулнă.

Округри музее тыр-пул ĕçченĕсен ячĕпе панă, çавăнпа унăн хисеплĕ ячĕ «Çăкăр». Филиалĕсем Алманчă тата Турхан ялĕсенче вырнаçнă.

Халĕ музей директорĕнче Валентина Маллина тăрăшать. Вăл каланă тăрăх музей хăйĕн ĕçне «Музей тата шкул — пĕрле» программăна малалла тĕллевлĕ тăсать. Пĕтĕм мероприятие халăхăн авалтан юлнă йăла-йĕркине сыхласа хăварас тĕллевпе ирттереççĕ. Музейăн тĕп тĕллевĕ çамрăк ăрăвăн патриотла кăмăл-туйăмне ÿстересси.

Музейра 10852 экспонат. Пурте тенĕ пекех ял хуçалăхĕнче усă курнă ĕç хатĕрĕсем. Çаксене Чăваш Республикин хисеплĕ краевечĕ Наталья Румянцева витĕмлĕ, тĕплĕн сăнласа, ăнлантарса пачĕ.

Василий ПЕТРОВ, Тăрăн ялĕ

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика