Вакцина чиртен хÿтĕленме пулăшать

Категория: Публикации Опубликовано: 17.10.2025, 14:39 Просмотров: 116

Çанталăк улшăннăçемĕн грипп чирĕ çулăхас хăрушлăх пур. Пĕрисем унпа кĕске хушă, теприсем вăрах вăхăт чирлеççĕ.

Грипп вăл инфекци чирĕ. Унпа кирек кам та чирлеме, уянмасан, вăхăтра сипленмесен вилĕм патне те илсе çитерме пултарать. Тĕрлĕ органа хавшатать. Ăна пула ÿпке шыçать. Чĕрепе юн тымарĕсене, нерв системине те витĕм кÿрет.

Чир хăвăрт ерет. Уйрăмах вăл ачасене тата 60 çултан иртнисене часах «парăнтарать». Ÿт температури 39 градуса çити хăпарма пултарать. Пуç ыратать, сунаслаттарать, ÿсĕрттерет, ывăнтарать, пырта чĕпĕтсе тăрать. Грипа ытти чирсемпе арпаштармалла мар. Çавăнпа та сиплеве тухтăр сĕнĕвĕпе çеç пуçăнмалла.

Чир ан ертĕр тесен вăхăтра профилактика тумалла, вакцина яртармалла. Вăл иммун системине çирĕплетсе инфекцие хирĕç кĕрешет. 6 уйăхран иртнĕ ачасене, вăраха кайнă чирсем пуррисене, йывăр çын хĕрарăмсене те прививка тума юрать. Медицина ĕçченĕсен, вĕрентекенсен, студентсен, тивĕçтерÿ тата транспорт сферисенче ĕçлекенсен, аслă çулхисен унтан пăрăнмалла мар.

Вакцинăна чир анлăн сарăличчен е 2-3 эрне маларах яртарма тăрăшмалла. Ăна тухтăр патĕнче пулса сиплев учрежденийĕнче ятарлă медицина пĕлĕвĕ илнĕ çынна çеç тутармалла. Тепĕр чухне прививка тутарсан çын чирлеме пăхать, теççĕ. Ун пекки те пулать. Анчах та кун пек чухне чир вăраха каймасть, çăмăлпа иртет.

Грипран вакцина яртарни иммун системине тĕреклетсе организма ытти респираторлă вируслă инфекцисем ересрен те хÿтĕлет. Вăлах COVID-19тан та сыхланма пулăшать.

Чир сарăлнă вăхăтра çын йышлă çÿрекен вырăнта пулма ан тăрăшăр. Маскăпа усă курăр. Урамран кĕрсен алăсене супăньпе çăвăр. Пÿлĕме вăхăтран-вăхăта уçăлтарăр. Нÿрлĕ япалапа сăтăрса тăрăр. С витаминпа пуян пахча-çимĕç, çырла çийĕр. Апата ыхрапа сухан хушăр.

Сывă пурнăç йĕркине тытса пынине нимĕн те çитмест. Çителĕклĕ çывăрмалла, паха апат çимелле, физкультурăпа туслă пулмалла.

Анастасия ФОМЧЕНКОВА, тĕп больницăри эпидемиолог-тухтăр

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика