Уй-хир хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 17.10.2025, 14:16 Просмотров: 175

-  Муниципалитет округĕнчи уй-хирте тырпул çитĕнтерессипе «Исток», «Куснар», «Корма» çĕр ĕç фирмисем, акционерсен «Батыревский» хупă, «Батыревский бекон» пĕрлешĕвĕсем, «Труд» ял хуçалăх предприятийĕ, Камиль Салихов, Аркадий Петров, Сирине Халитова хресчен фермер хуçалăхĕсем кăтартуллă пулчĕç.

-  Техника культурисене (сахăр чĕкĕнтĕрĕ, рапс, горчица, хĕвелçаврăнăш) 1300 гектар çитĕнтернĕ. Кашнийĕшĕнчен вăтамран 227 центнер тухăç илнĕ.

-  Çĕрулми кашни гектартан 337 центнер (иртнĕ çул — 290 центнер) кĕрсе пырать.

-  Кăçал çут çанталăк пахча-çимĕçе те тухăçлă çитĕнтерме май пачĕ. Ăна хуçалăхсенче 3 пин тонна ытла пуçтарса кĕртнĕ.

Яндекс.Метрика