«Ылтăн кĕркунне» агрокуравран — пăхăр медальпе

Категория: Публикации Опубликовано: 17.10.2025, 14:11 Просмотров: 158

МУСКАВРИ Тимирязев академийĕнче иртнĕ «Ылтăн кĕркунне — 2025» агрокурава хутшăннă май, Патăрьелĕнчи ветеринари службин начальникĕ Петр Ефимов пысăк хавхаланупа çеç мар, хисеплĕ чыславпа та таврăннă. Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен Чăваш Республикинчи патшалăх службин Патăрьел районĕнчи участокне ветеринар профессине анлă сарас тĕлĕшпе конкурса ăнăçлă тата тулли программа хатĕрлесе тăратнăшăн, ăна пурнăçа кĕртсе пынăшăн пăхăр медаль тата Диплом парса чыс тунă.

Сăмах май каласан, Петр Ефимов Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен ветеринари службин начальникĕнче 30 çула яхăн тăрăшать. Хăйĕн ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынăшăн сахал мар наградăна тивĕçнĕ. 2011 çулта «Авангард» хаçат пуçарăвĕпе йĕркеленĕ «Çулталăк çынни» конкурс çĕнтерÿçи пулни те вăл хăйĕн ĕçне чун-чĕререн пурнăçласа пынине, халăх хушшинче хисепе тивĕçлине çирĕплетсе парать.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика