Тăварланă купăста

Категория: Публикации Опубликовано: 13.10.2025, 11:50 Просмотров: 173

5 килограмм купăста, 0,5 килограмм хĕрлĕ кăшман, 1 хаяр пăрăç, 100 грамм хĕрен тымарĕ, 2 литр шыв, 3 апат кашăкĕ тăвар, 1 апат кашăкĕ сахăр, 1 чей кашăкĕ тмин кирлĕ.

Купăста пуçне 8-12 пая пайламалла. Хĕрлĕ кăшмана çÿхе çаврашкасем туса касмалла. Хаяр пăрăçа, хĕрен тымарне шултра вакламалла.

Шыва тăвар, сахăр ямалла, 5-10 минут вĕретмелле, сивĕтмелле.

Купăстана тата хĕрлĕ кăшмана, хаяр пăрăçпа хĕрен тымарне черетлесе эмальленĕ савăта тултармалла, тăвар шывĕ ямалла, турилккепе хупламалла, çиеле 2-3 килограмм таякан япала хумалла. Савăта пÿлĕмре 3-5 кун лартмалла. Кунне пĕр хутчен турилккене илсе купăстана йывăç патакпа темиçе çĕртен тĕкмелле.

Пилĕк кунран купăстапа кăшмана банкăна тултармалла, шывне ямалла, капрон хупăпа витмелле, холодильнике лартмалла.

Яндекс.Метрика