Паттăра асра тытса

Категория: Публикации Опубликовано: 13.10.2025, 11:44 Просмотров: 193

Патăрьелĕнчи «Паттăр» стадионта Украинăри ятарлă çар операцинче 2022 çулхи майăн 19-мĕшĕнче паттăрла пуçне хунă, вилнĕ хыççăн «Паттăрлăх» орденне тивĕçнĕ Александр Миккана асăнса çамрăк каччăсем хушшинче мини-футбол турнирĕ иртнĕ. Унта округри пĕлÿ çуртĕнче вĕренекенсен 11 команди хутшăннă.

Вăйăра пĕрремĕш вырăна Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, иккĕмĕшне Патăрьелĕнчи иккĕмĕш, виççĕмĕшне Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулсем тивĕçнĕ.

Яндекс.Метрика