Ветерансем те харсăр

Категория: Публикации Опубликовано: 13.10.2025, 11:44 Просмотров: 208

Ваттисен кунне халалласа Хĕç пăшаллă вăйсен ветеранĕсен спартакиади иртнĕ. Ăмăртăва хутшăнакансем 5 дисциплинăпа тупăшнă: боулинг, дартс, пневматика винтовкинчен пересси, гири йăтасси, баскетбол туппине ывăтасси.

— Паянхи мероприяти сывлăхпа спорт уявĕ пулса тăчĕ. Эпир округри ветерансемпе мăнаçланатпăр, вĕсем хăйсен тĕслĕхĕпе миçе çулта пулсан та хастар пурнăçпа пурăнма май пуррине кăтартса параççĕ, — тенĕ Патăрьел муниципалитет пуçлăхĕ Рудольф Селиванов спартакиадăна хутшăнакансене саламланă май.

Яндекс.Метрика