Кадетсем ентеше çĕнтерÿпе кĕтеççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 13.10.2025, 11:42 Просмотров: 108

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта 4 б тата 3 а класра вĕренекен кадетсем çак пĕлÿ çурчĕн выпускникĕпе, Ураинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан Игорь Петровпа (сăн ÿкерчĕк-

ре) тĕл пулнă. Патăрьел каччи Хантер позывнойпа çÿрет. Çар операцинче ятарлă техникăна тата салтаксене хÿтĕлекен радиоэлектроника вырнаçтарать.

Игорь Владимирович ачасене неонацистсемпе кĕрешекенсен пурнăçĕпе кĕскен паллаштарнă, ыйтусене хуравланă. Кадетсене вара нумай япала кăсăклантарнă. Вĕсем тум-тиртен пуçласа хÿтĕлев мелĕсем çинчен те ыйтнă. Ентеш пурне те хуравлама тăрăшнă.

Вĕренекенсем Хантера тăван тăрăха çĕнтерÿпе, тĕрĕс-тĕкел таврăнма суннă. Ачасем салтаксем валли хăйсен ÿкерчĕкĕсене, çырăвĕсене тата ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пухнă гуманитари пулăшăвне панă.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Яндекс.Метрика