Аслă ăру çыннисем мухтава тивĕçлех

Категория: Публикации Опубликовано: 13.10.2025, 11:40 Просмотров: 109

Патăрьел мунициалитет округĕн администрацийĕ йĕркелекен тĕрлĕрен мероприятие тивĕçлĕ канăва тухнă хисеплĕ ĕç ветеранĕсем яланах хастар хутшăнаççĕ. Аслă ăру çыннисем паянхи çамрăксемшĕн ырă тĕслĕхлĕ, пурте мухтава тивĕçлĕ. Вăхăтĕнче вĕсем район экономикине тĕреклетессишĕн, хуçалăха аталантарассишĕн ырми-канми тăрăшнă.

Паян та ĕç ветеранĕсен паха та ырă сĕнĕвĕсем муниципалитет пурнăçĕнче пулăшса пыраççĕ. Шăпах çак шухăшсене палăртса калаçрĕç Патăрьелĕнчи централизациленĕ библиотека çумĕнчи «Радость» клуб (ертÿçи Наталия Ракова) тĕрлĕ сферăра тăрăшса тивĕçлĕ канăва тухнă пенсионерсемпе йĕркеленĕ тĕл пулура.

Мероприятие Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн культура, туризм, информаци тивĕçтерĕвĕн пай начальникĕ Наталия Никитина, Патăрьел территори пайĕн начальникĕ Николай Андреев, Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи пенсионерсен обществăлла пĕрлĕхĕн ертÿçи Полина Логунова хутшăнчĕç, аслă ăру çыннисене пурнăçри хастарлăхшăн тав турĕç, общество пурнăçĕнче ырă тĕслĕх кăтартакансене тĕрлĕ шайри Тав хучĕсем парса чысларĕç.

Аслă ăру çыннисене хисеп туса йĕркеленĕ уява Патăрьелĕнчи централизациленĕ клуб системин артисчĕсем, Патăрьелĕнчи «Сказка» ача садĕнчи шăпăрлансем юрă-кĕвĕпе пуянлатрĕç.

Альбина НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Яндекс.Метрика