«Кĕмĕл» волонтерсем çамрăксемшĕн тĕслĕхлĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 13.10.2025, 09:16 Просмотров: 116

Çĕмĕрлĕре тăваттăмĕш хут «кĕмĕл волонтерсен» форумĕ «Кĕмĕл чун» ятпа иртнĕ. Унта ырă кăмăллă, чунĕпе çамрăк, Тăван çĕршыва юратакан, йăла-йĕркене манăçа кăларас марришĕн тăрăшакан 350 çын пухăннă. Мероприятие округри халăха социаллă тивĕçтерÿ паракан ĕçченсемпе пĕрле Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи волонтерсем те хутшăннă (сăн ÿкерчĕкре).

Аслă ăру çĕнĕлĕхсемпе паллашнă, финанс пĕлÿлĕхĕ, мошенниксенчен хÿтĕленесси пирки калаçнă.

Форумра тĕп пулăмсенчен пĕри пирĕн округри ÿнерçĕн, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Мидхать Шакировăн ĕçĕсенчен йĕркеленĕ «Вăрçă ачисем — Çĕнтерÿ ачисем» курав пулнă. Картинăсем аслă çултисене те, çамрăксене те хăйсем патне тыткăнланă. Кашнийĕ вĕсене пăхса Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи йывăр пурнăçпа тĕплĕнрех паллашма, паянхипе танлаштарма пултарнă.

Мероприятинче республикăри ыр кăмăллăх куçăмĕн хастарĕсене те палăртнă. «Чăваш Енри 2025 çулти чи лайăх «кĕмĕл» волонтер» конкурсра Мидхать Шакиров «Волонтер-наставник» номинацире çĕнтернĕ. Ăна çак хисепе çамрăк ăрăва патриотизм тата Тăван çĕршыва юратас шухăшпа воспитани парас енĕпе нумай çул вăй хунăшăн панă.

Тĕрлĕ енлĕ пултаруллă, обществăлла ĕçсене хастар хутшăнакан Валерий Салмин «Чăваш Республикинче ыр кăмăллăха (волонтерствăна) аталантарассишĕн» Хисеп грамотине тивĕçнĕ.

Çакăн пек форумсем аслă çултисем çамрăксенчен нимĕнпе те кая маррине, харсăрлăхĕсем пысăккине, обществăшăн кирлине, çитĕнекен ăрушăн вĕсен опычĕ питĕ пахине çирĕплетсе параççĕ, яшсемпе хĕрсемшĕн тĕслĕх пулса тăраççĕ.

 

Архив материалов

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Яндекс.Метрика