Мускавра пĕтĕм Раççейри «Раççей — ман горизонт» пĕрремĕш форумăн пĕтĕмлетÿ тапхăрĕ иртнĕ. Унăн ĕçне малта пыракан специалистсем, педагогсем, çĕршыври пысăк компани представителĕсем хутшăннă. Чăваш Республикинчен икĕ делегат пулнă. Вĕсенчен пĕри — Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти педагог-навигатор, Амбассадорсен клубĕн членĕ, «Малашлăх проекчĕн» авторĕ Людмила Лялина.
Халиччен профориентаци енĕпе федераци шайĕнче çеç ытларах калаçнă теме пулать. Малашлăхра вара ăна çул парассине регион, муниципалитет шайĕнче тытса пырасшăн. 2030 çулччен шкулсенче, колледжсенче, аслă пĕлÿ паракан учрежденисенче пысăк тимлĕх уйăрма палăртнă.
«Малашлăх проекчĕ» — чĕрĕ проект. Унпа ĕçлекенсем форумра пĕр-пĕринпе курнăçса калаçнă. Вăл регионсемпе пĕрле аталанса пырать. Çĕршыври миллион ытла ачана явăçтарать.
Патăрьел муниципалитет округĕнче ку ыйтупа чылай маларах ĕçе пуçăннă. Шкулсенче класс сехечĕсем ирттернĕ, предприятисене экскурсисене тухса çÿренĕ. Çÿлерех асăннă вĕренÿ учрежденийĕнче вара ял ачи ĕçрен ан ютшăнтăр тесе агрокласс уçнă. Унта 10-11 классенче вĕренекенсем, малашлăхне ял хуçалăх ĕçĕпе çыхăнтарма ĕмĕтленекенсем çÿреççĕ.
Форума хутшăнакансене Людмила Васильевна вырăнти ĕçпе паллаштарнă. Унăн сĕнĕвĕсене тĕрлĕ регион представителĕ итленĕ. Ĕçĕн малтанхи «çимĕçĕсем» курăмлă. Шкултан аттестат илсе тухакансем вырăнти агропромышленность техникумне, Чăваш патшалăх аграри университетне малалла вĕренме каяççĕ.
Предприятисемпе туслă çыхăнура пулни те профориентаци ĕçĕнче пулăшса пырать. Маларах вĕсенче алă ĕçĕпе те ăсталăха туптанă. Механизаци пурнăçа кĕрсе пыни паян çамрăксене ял еннелле пăхма май парать. Хальхи техника хăватлă, ăслă... Вĕсемпе пультпа усă курсах анлă уй-хире сухаласа, акса продукци çитĕнтерме пулать. Çĕнĕ технологисем ĕçе кĕни çамрăксен малашлăх çул-йĕрне уçать.
Людмила Лялинăна ĕçри тăрăшулăхшăн, аграри енĕпе хастар педагог пулнăшăн Тав çырăвĕпе те чысланă. Педагог-ертÿçĕн малашлăх тĕллевĕсем тата та пысăк.
Альбина АСТРАХАНЦЕВА
Ноябрь 2025 |
