Округ ялавĕпе Китай урамĕпе утнă

Категория: Публикации Опубликовано: 03.10.2025, 11:25 Просмотров: 134

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 4а класра вĕренекенсемпе ашшĕ-амăшĕ йăлана кĕнĕ «Ылтăн лапам» тĕнче фестивальне хутшăнчĕç. Ку хутĕнче вăл Китай халăх Республикин Байдайхэ районĕн Циньхуандао хулинче иртнĕ. Мĕнле кăмăл-туйăм-ха халĕ вĕсен? Çак тата ытти ыйтусене хуравлама класс ертÿçине Наталия Антоновăна ыйтрăмăр.

— Инçе çул çÿрев пирки чăн малтанах мĕн каланă пулăттăр?

— Кăмăл-туйăм пурин те çĕкленÿллĕ. Куçсенче хĕлхем çиçет. Патăрьел муниципалитет округне, хамăр республикăна çакнашкал тĕнче шайĕнче кăтартма пултарни пысăк чыс. Савăнатпăр эпир çакăншăн, хăпартланатпăр та.

— Наталия Леонидовна, эсир иртнĕ çул Абхазинче пулманччĕ-и-ха?

— Тĕрĕсех. Фестиваль черетленсе Абхазинче, Осетинче, Крымра тата Китайра иртет. Пĕлтĕрхи çул çÿрев питĕ килĕшнĕччĕ. Çавăнпа кăçал та çула тухас кăмăл çуралчĕ. Унта кайма малтанах хатĕрлентĕмĕр. Ташăсем, юрăсем вĕрентĕмĕр. Тум çĕлеттертĕмĕр. Ачасен пултарулăхĕпе çеç килĕшсе лармастпăр. Ашшĕ-амăшĕ те çаврăнăçуллă. Кирек хăш пуçарăва та хирĕçлемеççĕ.

— Фестиваль Раççейпе Китай çĕршывĕсен пĕрлехи туризмпа культура çулталăкĕнче иртрĕ. Хутшăнакансем йышлăн пулчĕç-и?

— Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен — Калининградпа Находка таранах — 2000 ытла артист явăçрĕ. Сцена çинче 70 ытла ăста коллектив хăйĕн пултарулăхне кăтартрĕ. Çĕршывăн культура эткерлĕхĕ пуян вĕт пирĕн.

— Уяв программине илĕртÿл-

лĕ, пуян йĕркеленĕ пуль ĕнтĕ...

— Туллин, паллах. Тĕрлĕ мероприятие хутшăнтăмăр. Пире аэропортран ятарлă экскурсовод автобуспа кĕтсе илчĕ. Уяв программипе паллаштарчĕ. Пушă вăхăт пачах та пулмарĕ.

Фестиваль парадран пуçланчĕ. Унта эпир коллективпа Патăрьел муниципалитет округĕн, республика, Раççей ялавĕпе урампа утрăмăр. Хăпартлантарать. Пире курма тухнă халăх ăшшăн алă сулать. Пурте ăшă кăмăллă хăйсем.

— Кайран хăвăр пултарулăхăрпа паллаштартăр ĕнтĕ.

— Çул çинчине шута илсен çул çÿревре 9 кун пултăмăр. Хамăр пултарулăха, наци культурин пуянлăхне уççăн кăтартрăмăр. «Арабеск» ташă ушкăнĕ тĕлĕнтерчĕ. Елизавета Ялуковăпа Тимерхан Вахитов чăваш тата тутар юррисене шăрантарчĕç.

Вăйăсем кăтартрăмăр. Çăпата ывăтнинчен кулмаллипех кулчĕç.

Ачасен ашшĕ-амăшĕ те ташлама ÿркенмерĕ.

— Алă ĕç ăсталăхĕпе те тĕлĕнтертĕр пулĕ-ха?

— Çапла. Ку енĕпе мастер-классем ирттертĕмĕр. Хăйсем те пирĕнпе пĕрле управçă (оберег) тума хăнăхрĕç. Эпир ăсталанисене парнелеме ыйтрĕç. Чăваш наци тумлĕ пуканесенчен, ум çаккисенчен, масмаксенчен тĕлĕнчĕç.

Чăваш чĕлхипе питĕ интересленчĕç. Хăш-пĕр сăмахсене вĕренчĕç. Иккĕмĕш хут курнăçнă чухне «салам, эпир, пĕрле» тесе сывлăх сунатчĕç.

— Экскурсисем те кăсăклă ĕнтĕ ачасемшĕн...

— Унсăрăн епле пултăр. Китай стени патĕнче пултăмăр. Вăл çĕршыв символĕшутланать. Авалхи архитектура палăкĕ. Тăршшĕ те калама çук вăрăм, 9 пин çухрăма яхăн.

Китай тĕп хулине Пекина çитрĕмĕр. Тĕп лапамра пултăмăр. Çакăнта иртеççĕ те ĕнтĕ вĕсен парачĕсем. Тĕп музея кĕтĕмĕр. Кĕленче кĕпер çинче этнодефиле кăтартрăмăр.

Китайра чăваш эстрада юрăçипе Августа Уляндинăпа тĕл пуласси асра та пулман. Ăшшăн ытама илчĕ вăл ачасене.

— Çанталăк епле пулчĕ?

— Шăрăх тăрать. Çавна май сарă тинĕсре чÿхенсе тухма та май пулчĕ.

— Ырă туйăмсенчен тухса пĕтейместĕр-ха ĕнтĕ.

— Çапла. Татах та тата çул çÿреве тухас килет. Курманнине курас, пĕлменнине пĕлес килет. Çÿл çÿреврен таврăнсан стенд хатĕрлерĕмĕр. Кашни тăхтав вăхăтĕнчех унта шкул ачисем пуçтарăнаççĕ. Тăваттăмĕшĕнче вĕренекенсене ыйту çине ыйту параççĕ. Ачасем экскурсоводах тухрĕç.

14 вĕренекен çула тухнăччĕ. Кашнийĕн йăмăкĕ-шăллĕ, кÿрши-арши, тус-юлташĕ пур. Пурте интересленеççĕ. Каласа памалли çителĕклех. Сăн ÿкерчĕксем вĕсене манма памаççĕ.

Тав çырăвĕсемпе Мухтав хучĕсем, дипломсем йышлă илсе килтĕмĕр. Кубок та пур. Сувенирсемсĕр мар, паллах. Хамăр йăла-йĕркене тĕнче шайне кăларнăшăн тивĕçлипе хакларĕ жюри. Пĕрлехи çитĕнÿ çакă. Ачасен пултарулăхне аталантарассишĕн вĕрентекенсем те тăрăшаççĕ. Çула тухассине администраци те хирĕçлемест. Пĕрлехи вăйпа пĕр ĕçе тăватпăр, çавă çеç. Хамăр пултарулăха, наци пуянлăхне, чăвашлăха Китай Республикинче кăтартрăмăр. Малашне те çул çÿреве тухас ĕмĕтсем пысăк пирĕн.

— Эппин, ăнăçу сире.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА калаçнă

Архив материалов

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Яндекс.Метрика