Пĕр-пĕриншĕн çирĕп тĕрев

Категория: Публикации Опубликовано: 03.10.2025, 11:15 Просмотров: 124

Анат Туçара пурăнакан Анатолийпе Раиса Сверчковсем çемье летопиçĕн пĕлтерĕшлĕ страницине уçрĕç, мăшăрланнăранпа 50 çул çитнине паллă турĕç. манăçми телейлĕ самантсене аса илчĕç. Çав ятпа вĕсене Туçа территори пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Алена Мальцева, библиотека ертÿçи Лидия Платонова ăшшăн саламларĕç.

Раиса Димитриевна «Мерчен» клубăн хастар членĕ. Вăл вырăнта иртекен кашни мероприятиех кăмăлтан хутшăнать. Библиотекăна килекен çĕнĕ кĕнекесене пĕрне те вуламасăр хăвармасть. Анатолий вара кулленхи хаçат-журналпа туслă.

Чăн-чăн юрату вăл ылтăн пек, нихăçан та тĕксĕмленмест. Çулсем иртнĕçемĕн хаклăрах çеç пулса пырать. Çемье тĕвĕленнĕренпе ылтăн туй çитнине паллă туни — мăшăр пурнăçĕнчи чи пĕлтерĕшлĕ пулăмсенчен пĕри. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнакансем пирки лайăххине нумай калас килет. Ан тив, çавăн пек çынсене çамрăксем пĕлччĕр, çемье телейĕн вăрттăнлăхĕпе паллашчăр, тĕслĕх илччĕр.

Анатолий Варфоломеевич çамрăкрах чухне техникăпа ĕçленĕ. Хуçалăх уй-хирĕнчен выльăх кăшманĕ, çĕр улми турттарнă. Хĕллехи вăхăтра вăрмана çÿренĕ. Ун чухне çуртсене вутăпа тата кăмрăкпа хутса ăшăтмалла пулнă-çке.

Раиса Димитриевна вара выльăх-чĕрлĕх патĕнче вăй хунă. Ĕне те сунă вăл, çамрăк пăрусене те пăхнă. Вĕсенчен ытларах продукци илес тĕлĕшпе сахал мар тăрăшнă. Ĕçе пĕрле ĕçлекенсенчен маларах çитсе кункăра çине сĕтеклĕ апат хума пултарнă.

Туйăн ылтăн юбилейне паллă тăвакан мăшăр нумай çул пĕр-пĕриншĕн шанчăк та тĕрев пулнă. Вĕсем ывăлпа хĕр çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Хăйсем ĕçе çÿренĕ чухне ачисемпе вара амăшĕ-пăянамăшĕ ларнă. Вăл вĕсене юратса пăхнă.

Халĕ мăнукĕсемпе киленсе пурăнаççĕ Раиса Димитриевнăпа Анатолий Варфоломеевич.

Тивĕçлĕ канăва кайичченех тăван колхозра вăй хунă Сверчковсем халĕ те ĕçсĕр лармаççĕ. Пахчара ĕçлеççĕ, çирĕп хуçалăх тытаççĕ. Ачисене, мăнукĕсене пулăшма тăрăшаççĕ. Вĕсен капмар çурчĕн алăкĕсем пуриншĕн те яланах уçă.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Яндекс.Метрика