Ăна тивĕçмешкĕн пĕртте çăмăл мар. Берета тăхăнса çÿрес тесен Раççей шайĕнчи тĕрĕслев витĕр тухмалла. Ентеш ку енĕпе кÿршĕллĕ Мордови Республикинчи Пĕтĕм Раççей шайĕнчи тупăшăва хутшăннă.
Професси ăсталăхне çирĕплетекен палла илмешкĕн пынă ăмăртăва чи хастар, тÿсĕмлĕ çамрăксем явăçнă. Маларах чылайăшĕ хăйсене çурçĕр-хĕвеланăç, центральнăй, Атăлçи, кăнтăр тата çурçĕр Кавказри округсенче тата Донецк, Луганск халăх Республикисен ятарлă уйрăмĕсенче ĕçлесе тĕрĕсленнĕ. Тупăшăва ятарлă ведомствăсен 37 уйрăмĕнчен 71 çамрăк хутшăннă.
Пĕрремĕш тапхăрта вĕсем физкультура енĕпе хăйсен патварлăхне кăтартнă. Иккĕмĕш тĕрĕслеве 65 хастар кĕме тивĕçнĕ.
Чăван Енрен унта «Фишер» тата «Зот» позывнойсемпе çÿрекенсем кĕнĕ. «Зот» шăпах пирĕн муниципалитет округĕнчи Турхан ялĕнчен. Икккĕшĕ те регионти УФСИНра ĕçлеççĕ.
Зот унта 5 çул патшалăх интересĕсене хÿтĕлет. Крап беречĕллĕ пуласси унăн ачаран пыракан ĕмĕчĕ. Десант çарĕнче службăра пулни вара тĕллевне пурнăçлассине тата та çирĕплетнĕ.
Тĕрĕслевре 10 çухрăм чупмалла. Кĕтмен çĕртен тĕл пулнă «тăшмана» парăнтармалла. Шыв урлă каçнă чухне хĕç-пăшала тирпейлĕ тытмалла. Çÿллĕ çурта «штурмланă» чухне те ун çинчен манмалла мар.
Пистолетран, автоматран перессипе вĕрентÿ упражненийĕсем тумалла. Акробатика элеменчĕсене кăтартмалла. Юлашкинчен алă вăйĕпе хĕç-пăшалпа тата унсăрăн çапăçу мелĕсене пĕлнине çирĕплетмелле.
Тĕрĕслеве пĕр çул çеç хатĕрленни çителĕксĕр. Кулленхи тренировкăсем, кăмăл çирĕплĕхĕ хăйĕн тĕллевне пурнăçлама пулăшнă.
Икĕ сотрудник та ĕçе тивĕçнĕ сумпа таврăннă. Крап беретне тăхăнма тивĕçнисем паттăр, чăтăмлă, вăйлă. Вĕсенчен тĕслĕх илмелĕх пур ытти çамрăксен.
Альбина АСТРАХАНЦЕВА
Ноябрь 2025 |
