Чулхула облаçĕнчи Богородск хулинче акватлон енĕпе Чулхула облаçĕн кубокне çĕнсе илессишĕн финал пулнă. Унта «Паттăр» спорт шкулĕн 15 триатлечĕ хутшăннă, лайăх кăтартусемпе савăнтарнă. Чи-чи маттуррисен шутне Исмаиль Янтыков кĕнĕ, вăл 9-10 çулти спортсменсем хушшинче ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. 13-14 çулхисен ăмăртăвĕнче Ева Антонова пăхăр медале тивĕçнĕ. Карина Антонова çак категорирех финиша тăваттăмĕш çитнĕ.
Командăри ачасенчен кашнийĕ хăйĕн кăтартăвне çĕнетме, ăмăртăва тĕплĕн хатĕрленнине кăтартса пама пултарнă.
Çамрăк спортсменсемпе Валерий Платонов тата Светлана Рубцова тренерсем ĕçлеççĕ, çитĕнÿсем патне ăнтăлма, акватлон спорчĕн вăрттăнлăхĕсене алла илме пулăшаççĕ.
Ольга ПАВЛОВА
Ноябрь 2025 |
