СВО паттăрне асра тытса

Категория: Публикации Опубликовано: 03.10.2025, 11:12 Просмотров: 257

Сăкăт территори уйрăмĕнче Украинăри ятарлă çар операцинче 2022 çулхи сентябрĕн 29-мĕшĕнче паттăрла пуçне хунă, вилнĕ хыççăн «Паттăрлăх» орденне тивĕçнĕ Дмитрий Назарова асăна йăлана кĕнĕ мини-футбол турнирĕ виççĕмĕш хут иртнĕ.

Футбол уйĕнче çĕнтерÿшĕн виçĕ пĕлÿ çурчĕ — Сăкăтри, Тутар Сăкăтĕнчи тата Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкул командисем — тупăшнă. Кашнийĕ пьедесталăн çÿллĕ картлаçĕ çинче пулассишĕн хăйĕн маçтăрлăхне кăтартнă. Мини-футболла чи лайăх вылякансем Сăкăтсем пулнă. Тутар Сăкăтĕнче ăс пухакансем — иккĕмĕш, Нăрваш Шăхальсем виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе медальсем тата кубоксем парса чысланă.

Яндекс.Метрика