Патăрьелĕнчи «Паттăр» спорт шкулĕн залĕнче сентябрĕн 28-мĕшĕнче Федор Моисеева сума суса кире пуканĕ йăтассипе республика шайĕнчи ăмăрту иртнĕ. Сăмах май, Федор Моисеев округра тата республикăра кире пуканĕ йăтассипе палăрнă спортсменсенчен пĕри. Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командин членĕ, йывăр виçеллĕ кире йăтассипе Чăваш АССРĕн чемпионĕ — 9, республика тата Пĕтĕм Раççейри ăмăртусен призерĕ 10 хутчен пулнă.
Спортсменсене Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Валерий Антонов, Алексей Шурчанов, Роман Алексеев саламланă, ăнăçу суннă.
Ăмăртăва хамăр муниципалитетри тата Шупашкар, Канаш хулисен, Елчĕк, Комсомольски, Шăмăршă, Канаш, Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри округĕсенчи, çавăн пекех регион тулашĕнчен — Ульяновск, Самар облаçĕсенчи, Мари Эл республкинчи — спортсменсем те хутшăннă.
Турнир пĕлтерĕшне тĕнче чемпионĕ, тĕнче класлă спорт мастерĕ Алексей Иванов, тĕнче чемпионĕ, тĕнче класлă спорт мастерĕ Александр Павлов, Ази ăмăртăвĕн çĕнтерÿçи, Раççей спорт мастерĕ Анатолий Узюкин хутшăнса тата ытларах ÿстернĕ.
Турнир хĕрÿ те интереслĕ иртнĕ. Кашнийĕ кире пуканне ытларах йăтассишĕн тăрăшнă, анчах вăйлисенчен вăйлисем çеç пьедесталăн çÿллĕ картлаçĕ çине тăраяççĕ. 2007 тата каярах çуралнă, 78 килограмм ытла таякан каччăсенчен Канашри Никита Григорьев мала тухнă. 2007 тата каярах çуралнă хĕрсем хушшинче Карина Плечова 121 бал пухса иккĕмĕш вырăна çĕнсе илнĕ. 60-69 çулти ветерансенчен Туçари Борис Глинкина çитекен пулман, вăл пĕрремĕш вырăнта, иккĕмĕшĕнче — Ильгизер Махмутов, виççĕмĕшĕнче — Тауфик Валеев. Çавăн пекех 70 çултан иртнисем те хăйсен вăйĕсене тĕрĕсленĕ.
Ноябрь 2025 |
