Ăшпиллĕ тĕл пулу

Категория: Публикации Опубликовано: 03.10.2025, 11:10 Просмотров: 129

Октябрӗн 1-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунне паллӑ турăмăр

 Патӑрьел муниципалитет округӗн администрацийӗ те ҫак уява пӗр йӗрсӗр ирттермест, ҫулленех кунта ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва кайнисене пухса саламлать. Кӑҫал та йыхрав янӑ. Аслӑ ҫултисем хаваспах пухӑннӑ. Чи малтанах вӗсене округ пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов саламларӗ, вӑрӑм ӗмӗр, ҫирӗп сывлӑх суннӑ май муниципалитет округӗн экономикине аталантарассишӗн ырми-канми тӑрӑшнӑшӑн тав турӗ.

Уяв пӗчӗк ҫул ҫӳреврен пуҫланчӗ. Ветерансем Кзыл Чишмара пулчӗҫ. Мухарям Сафин ячӗпе тунӑ скверпа, ҫамрӑксен "СЭЛЭТ-БАТЫР" центрӗпе паллашрӗҫ. Раҫҫейпе Донецк тата Луганск Халăх Республикисем пĕрлешнĕ кун пулнă май, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăрла пуçне хунă салтаксене хисеплесе лартнă палăк умне (сăн ÿкерчĕкре) чечексем хучĕç. Унтан Патăрьелĕнчи культурӑпа кану центрӗн пултаруллӑ ӗҫченӗсен юррисене итлесе киленчӗҫ, пӗрле юрларӗҫ, савӑнчӗҫ...

Ольга БЕЛЬДЕКОВА

Архив материалов

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Яндекс.Метрика