Рудольф СЕЛИВАНОВ, Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ:
— Сентябрĕн 26-мĕшĕнче Олег Николаев Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне йышăннин церемонийĕ çÿллĕ шайра иртрĕ. Инаугурацие РФ Атăлçи федераци округĕн полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров, ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕ Леонид Черкесовпа депутатсем, ведомствăсен министрĕсем, ытти хăнасем, муниципалитет округĕсенчен сумлă делегацисем хутшăнчĕç.
Республика Пуçлăхĕ Олег Алексеевич Николаев республикăн иртнĕ пилĕк çулхи экономикипе социаллă пурнăç аталанăвне пур енлĕн çÿллĕ шая çĕклесе ырă тĕслĕх кăтартрĕ. Халăх çакна курса ăнланчĕ, ăна ĕненчĕ, çавăнпа та Олег Николаева сентябрĕн 12-14-мĕшĕсенче иртнĕ суйлавра тепĕр хут Республика Пуçлăхĕ пулма шанчĕ.
Паян регионта, çав вăхăтрах Патăрьел муниципалитет округĕнче пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатни, тĕрлĕрен наци проекчĕсем, «Ниме-халăх бюджечĕ» программăпа пурнăçланса пыракан пархатарлă ĕçсем, хута каякан социаллă çĕнĕ объектсем куç умĕнче. Республика Пуçлăхĕн пуçарăвĕпе пурнăçланса пыракан программăсем вăйра пулнипех пирĕн Юхмапа Пăла тăрăхĕ те юлашки пилĕк çулта палăрмаллах çĕнелчĕ. Çакна халăх суйлавра хăйĕн шухăшне уççăн кăтартса пачĕ, пирĕн округри суйлавçăсен 97,8 проценчĕ участоксенче Олег Николавшăн хăйсен сассине пани те вăл ертсе пыракан команда ĕçне пысăк хак пани.
Николай ТИНЮКОВ, муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн председателĕ, районти тĕп больница ертÿçи:
— Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçласси — пысăк яваплăх. Иртнĕ 5 çулта та пирĕн регион лайăх аталанса пычĕ. Çакна тĕл пулура РФ Президенчĕ Владимир Путин та палăртнăччĕ. Республика 2020-2025 çулсенче экономикăпа социаллă аталанăвĕн комплекслă программине çул парса калăпăшлă ĕçсем сахал мар турĕ. Регионта пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатассишĕн тăрăшни куç кĕретех.
Муниципалитет округĕпе илес пулсан та ырă улшăнусем сахал мар: çĕнĕ ФАПсем, культура çурчĕсем турăмăр. Чĕрепе юн тымарĕсене сиплекен центр уçăлчĕ. Хăш-пĕр шкулсене тĕпрен юсарăмăр, теприсене сăн кĕртрĕмĕр. Предпринимательсем, фермер хуçалăхĕсем вăй илсе, çĕнĕрен йĕркеленсе пычĕç тата ытти те.
Физкультурăпа спорт аталанчĕ. Анлă технологиллĕ медицина пулăшăвĕ парасси ÿсет. Çаксем пурте çынсен пурăнас кун-çулне вăрăмлатма май параççĕ те.
Малашлăх тилхепине тытса пыма та Олег Николаевах шантăмăр. Апла пулсан ăнăçусем сунатпăр.
Ноябрь 2025 |
