ИРТНĔ шăматкун Аслă Чеменсемпе Тури Чакăсем кар тăрса чăн-чăнах пысăк субботник йĕркеленĕ. Ĕлĕкхи евĕр нимене пуçтарăннă халăх (40 ытла çын пулнă) Аслă Чементи Туптов урамĕ вĕçĕнчи тахçанхи çырма урлă сакăр метрлă пысăк пăрăх хурса каçма тунă. Ун хыççăн халăх бюджечĕпе пушар хăрушсăрлăхĕн тĕллевĕпе тума палăртнă кÿлле каякан 100 метр ытла çула тикĕслесе пилĕк метр сарлакăшпа вак чул сарнă. Чулне вара ял хастарĕ Геннадий Дубинин ыр кăмăллăхпа тивĕçтернĕ. Тури Чакă старости Николай Иванов çынсене тутлă апат пĕçерсе çитернĕ. Олег Дубининпа Петр Фролов пысăк ĕçе пурнăçлама тракторĕсемпе пулăшнă. Субботникра Аслă Чемен ял старости С. Кошелева, Н. Зотова, Н. Кошелева хĕрарăмсем те арçынсемпе тан вăй парса ĕçленĕ.
Ноябрь 2025 |
