Çулсем иртни ан кÿтĕр тунсăх

Категория: Публикации Опубликовано: 03.10.2025, 09:45 Просмотров: 195

 

ПАТĂРЬЕЛ муниципалитет округĕнчи аслă ăру çыннисем общество пурнăçне яланах хастар хутшăнаççĕ. Вĕсене культура, спорт мероприятийĕсенче те тăтăшах куратăн, тĕрлĕрен тĕл пулусене те хутшăнаççĕ, алă ĕçĕпе те кăсăкланаççĕ, пахча çимĕç çитĕнтереççĕ тата ытти те. Ятарлă çар операцинчи салтаксене ыр кăмăллăхпа пулăшакансем те вĕсемех. Кашни ялта тенĕ пекех салтаксем валли хÿтĕлев сеткисем çыхнă çĕре те хастар хутшăнаççĕ. Округри пенсионерсен обществăлла организацийĕн ертÿçи Полина Логунова хисеплĕ аслă çулхи çынсене Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунĕ ячĕпе саламланă май, малашне те пысăк хавхаланупа пурăнма ырлăх-сывлăх çеç сунать.

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика