Социаллă контракт хĕрарăм ĕмĕтне пурнăçа кĕртме пулăшнă

Категория: Публикации Опубликовано: 03.10.2025, 09:44 Просмотров: 139

 

РЕСПУБЛИКĂРА 2020 çултанпа çынсен пурнăç условине лайăхлатас тĕллевпе сахал тупăшлă çемьесене патшалăх социаллă пулăшупа тивĕçтерет. Çакнашкал çемьесемпе социаллă контракт çырасси Патăрьел муниципалитет округĕнче те ăнăçлă пулса пырать. Çулталăк пуçланнăранпа граждансемпе 260 ытла (54 миллион тенкĕлĕх) тĕрлĕрен контракт çырнă. Вăл шутра ĕç шырассипе, предприниматель ĕçне пурнăçа кĕртессипе, килти хушма хуçалăха аталантарассипе, çынсене пурнăçри йывăр лару-тăрăвне çăмăллатма пулăшассипе тата ыттипе те.

Патшалăх пулăшакан социаллă контрактпа хăйсен ĕçне уçса ĕмĕтне пурнăçа кĕртекенсем те сахал мар. Акă, пирĕн округри Жамила Саидова унпа килĕшÿллĕн тутлă апат-çимĕç пĕçерес тĕллевпе пысăк холодильник, духовка шкафĕ, хăватлă миксер тата тараса туяннă. Паян вăл çынсене тĕрлĕрен блюдăпа, ытти çимĕçпе савăнтарать. Хĕрарăм хăйне валли пĕчĕк бизнес уçнипе, çынсен ыйтăвне тивĕçтернипе çав тери кăмăллă.

Архив материалов

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Яндекс.Метрика