Иван Медведев:«Пурнăçа сăмах хăвачĕпе юрă-кĕвĕ урлă юратма вĕрентетĕп...»

Категория: Публикации Опубликовано: 26.09.2025, 11:36 Просмотров: 109

Кашни çын пурнăçра хăйĕн вырăнне тупма ĕмĕтленет, тăрăшать, талпăнать... Чун туртăмĕпе тăвакан ĕç çынна канăçлăх кÿрет, пысăкран та пысăк утăмсем тума çунатлантарать, вăй-хăват парать. Ыттисемшĕн усăллă пулни вара — телей. Шăмăршăра пурăнакан Иван Медведев пурнăç тĕллевне творчествăра тупнă. Вăл — калем ăсти (нумай вăхăт хушши «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат редакцийĕнче вăй хунă пултаруллă журналист, сăвăçă), музыка тĕнчине парăнтарнă юрăçă, хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор. Турă панă тата хăй аталантарнă-аталантаракан талантпа вăл халăхра чыс-хисепе тивĕçнĕ.

Пултаруллă Иван Ананьевич Медведев 1955 çулхи сентябрĕн 5-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Аслă Чемен ялĕнче çуралнă.

1973-мĕш çулта ялти вăтам шкула вĕренсе пĕтернĕ. Çав çулхи кĕркунне вара Ивана Совет Çарне илнĕ. Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе чăваш каччи пограничниксен çарĕнче пурнăçланă.

Салтак тумне хывсан Иван Медведев Улатăр районĕн Первомайски паçулккинчи вăрман комбиначĕн хăма çуракан цехĕнче вăй хунă. Икĕ çул ĕçлесен Тамбов облаçĕнчи культурăпа çутĕç училищине вĕренме кĕнĕ. Алла диплом илсен, 1979-мĕш çултанпа, Рязань облаçĕн Ряжски районĕнчи пĕр ялта культура çурчĕн пуçлăхĕнче тăрăшнă. Çав хушăрах куçăмсăр майпа Рязаньти культура институтĕнче вĕреннĕ. Пархатарлă ĕçшĕн Иван Медведев Рязаньти облĕçтăвкомăн культура управленийĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ.

Тăван ен туртăмĕ Иван Ананьевича Чăваш Республикинех таврăнма хистенĕ. 1993-мĕш çулхи февральте вăл Шăмăршă тăрăхне куçса килет, районти «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат редакцийĕнче корреспондентра ĕçлеме пуçлать. Вăл культура, право, медицина, строительство, çар патриотизмĕ тата ытти темăпа статья-тĕрленчĕк çырать.

Ĕçри пысăк çитĕнÿсемшĕн пултаруллă журналиста Чăваш Республикин Информаци политики тата массăллă коммуникацисен министерстви Хисеп грамотипе тата Тав çырăвĕпе, ЧР Журналистсен Союзĕ Хисеп грамотипе наградăланă. Çавăн пекех вăл ЧР Шалти ĕçсен министерствин Дипломне те тивĕçнĕ.

Иван Ананьевич — 1996-мĕш çултанпа ЧР Журналистсен Союзĕн членĕ. Вăл илемлĕ литературăпа та туслă. Калавĕсемпе повеçĕсем тĕрлĕ çул республикăри — «Тăван Атăл», «Самант» журналсенче, «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатра, «Çамрăксен хаçатĕнче», Ульяновск облаçĕн «Коммунизм çути» хаçатĕнче, Патăрьел («Авангард»), Комсомольски («Каçал Ен»), Елчĕк («Елчĕк Ен»), Канаш («Канаш») районĕсен хаçачĕсенче кун çути курнă. Пултаруллă сăмах ăсти виçĕ кĕнеке авторĕ.

Перо ăсталăхĕпе пĕрлех журналист музыка инструменчĕпе калас пултарулăха та аталантарать. Ялти вăтам шкулăн 9-мĕш класĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн, çуллахи каникулта, Иван Канаш районĕн Аслă Пикшик ялĕнчи кирпĕч заводĕнче ĕçлесе илнĕ укçа-тенкĕпе хут купăс туяннă пулнă. Хут купăс каласси тата юрласси уншăн чун киленĕçĕ пулса тăнă. Ăçта ĕçлесен те, илем туйăмĕллĕскер вырăнти концертсене хастар хутшăннă. Хаçатçăра тимленĕ хушăра та вăл район Акатуйĕнче, Культура керменĕнче лирикăллă юрăсем шăрантарнă. Юрăсем те кĕвĕленĕ. Акă Иван Саландаев журналистăн сăввисемпе вăл «Тăван Шăмăрш Ен», «Манмастпăр Уруков ятне», «Спорт комплексĕ — сывлăх» юрăсем хайланă. Çавăн пекех И.Саландаевпа пĕрле çырнă «Юрататăп сана, Шăмăрш Ен» тата «Вăрçăран килеймен салтаксем» юрăсене Иван Медведев солист пулса пысăк хавхаланупа юрланă. Районти Культура керменĕнче тата Çĕнтерÿ паркĕнче ку юрăсем темиçе хутчен те янăранă. Çак тата çÿлерех асăннă юрăсене район çыннисем яланах хапăл туса йышăннă, хыттăн алă çупнă. Кунта, паллах, юрăç вокалистăн илемлĕ сассине те палăртмалла.

Иван Медведев районти илемлĕ пултарулăх коллективĕсен конкурс-фестивалĕсенче «Пĕччен юрласси» номинацире яланах пĕрремĕш вырăн йышăннă, лауреат Дипломне тивĕçнĕ. Вăл хăй çырнă сăвăсем тăрăх та юрăсем кĕвĕлет, вĕсене республикăри паллă юрăçсене сĕнет. Унăн «Любимый край» юррине паллă юрăç — Фарида — хăйĕн репертуарне кĕртнĕ. Çак юрра эпир республикăри «Радио России — Чувашия» радиоканалпа та итлетпĕр. Ку канал эфирнех И.Медведев купăсçă Исай Тобольский поэт- фронтовик сăввипе кĕвĕленĕ «Письмо солдата» юрă та тухать. Юрра республикăри оперăпа балет театрĕн солистки пулнă Валентина Двойнова хăватлăн шăрантарать. Кунсăр пуçне Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн солистки Елена Леонтьева та пирĕн Медведевăн «Кĕтсе илчĕ салтака» тата «Ай, юрлар-и, тăвансем» юррисене хăйĕн репертуарĕ валли илнĕ. Иккĕмĕш юрри Чăваш радиовĕн «Кайри — мала» конкурсĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннă, вăл çÿлерех асăннă ансамблĕн кăçалхи сезонĕнчи репертуарта та пулнă. 2015-мĕш çулхи сентябрьте Иван Ананьевич тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Пушă вăхăтра вăл алла час-часах купăс тытать, тĕрлĕ кĕвĕ калать. Пĕрлех юрлать, хăйĕн лирикăллă тенор сассине тивĕçлĕ шайра тытса тăма тăрăшать.

Çапла, хаçат урлă район историне çырнă, музыкăн асамлă тĕнчинче чун канăçлăхне тупнă пултаруллă çыннăмăр сăвви-юрри-кĕввипе ыттисен кăмăлне çĕклет, пурнăç илемне туйма пулăшать... Пархатарлăх!

Зинаида СВЕКЛОВА

Архив материалов

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Яндекс.Метрика