Кивĕ Ахпÿрт стадионĕ сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансене тата спорта юратакансене пуçтарчĕ. Кунта пĕр тăван Рыбкинсен парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетсен йăлана кĕнĕ ăмăртăвĕ иртрĕ. Унта Канаш, Шăмăршă, Патăрьел, Елчĕк, Етĕрне муниципалитет округĕсенчен 120 ытла ăста спортсмен пухăнчĕ.
Çанталăк та çак кун ятарласа хатĕрленнĕ пек кунĕпех хĕвеллĕ пулчĕ, уçă çил вĕрчĕ.
Ăмăртăва хутшăнакансене Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, хăтлăх кĕртессипе территорисен аталанăвĕн управленийĕн начальникĕ Фениль Алиуллов саламларĕ.
Старта тăнисене куракансем хавхалантарса тăчĕç. Ăмăрту интереслĕ иртрĕ. Унта хутшăнакан кашни спортсмен хăйĕн пултарулăхне кăтартма пултарчĕ.
Пĕрремĕш вырăна Патăрьел, иккĕмĕшне Етĕрне, виççĕмĕшне Шăмăршă муниципалитет округĕсен командисем тухрĕç.
Çĕнтерÿçĕсемпе мала тухнисене медальсемпе, Хисеп хучĕсемпе тата хаклă парнесемпе чысларĕç.
Альбина ИВАНОВА
Август 2026 |
