Алманчăра час-часах территорисене тасатса тирпейлес тĕллевпе субботник йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Çак кунсенче Ленин тата Советски урамĕсен вĕçĕнче пурăнакансем пĕрле пуçтарăннă. Хастар та яваплă кас çыннисем яланах тавралăха тасатса тирпей-илем кÿрес тесе тăрăшаççĕ. Нумай пулмасть халăх вăйĕпе чул сарса якатнă икĕ урама пĕрлештерекен çулăн айккипе канав чавса шыв юхăмĕ тунă. Пурте пĕрле туслă кар тăрса ĕçлесен çеç ĕç пырать, ялти тасалăхпа хăтлăх унта пурăнакансенчен чылай килет.
Наталия ТАБАКОВА
Август 2026 |
