Пĕр çын пек пурте хастар пулсан, ял тата ытларах хăтлăланĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 26.09.2025, 11:30 Просмотров: 138

Паян ял аталанăвĕ пĕтĕмпех кунта пурăнакансенчен, вĕсен пуçарăвĕнчен, хастарлăхĕнчен килет. Ку тĕлĕшпе патшалăх халăх шухăш-кăмăлне пурнăçа кĕртме çул уçса пани чăнласах та ырă пулăм. Вĕсенчен пĕри — Чăваш Республикинче çулсеренех вăй илсе пыракан «Ниме — халăх бюджечĕ» программа.

Аслă Чемен территори пайĕнче çитес çул виçĕ проекта çак меслетпе пурнăçа кĕртесшĕн. Хальхи вăхăтра (паян сасăлавăн юлашки кунĕ) Патшалăх порталĕ урлă пыракан сасăлавра кирлĕ пек балл пуçтарнă хыççăн Аслă Чемен ялне кĕнĕ çĕрти стеллăна çĕнетесшĕн, пушар хăрушсăрлăхĕ валли кÿлĕ чавасшăн тата пушар техникине лартма ăшă гараж тума палăртнă. Пурте халăх пуçарăвĕпе пикеннĕ ĕçсем.

Сăмах май каласан, Аслă Чементе çитес çул çакнашкал пысăк ĕçсене халăх вăйĕпе пуçараканĕсенчен пĕри ял хастарĕ Олег Дубинин. Хăй ĕçĕпе тимлекен Олег Сергеевич общество пурнăçĕнче яланах пысăк пуçарулăх кăтартать. Ял малашлăхĕшĕн, хăтлăхĕшĕн чунне парса тăрăшать. Территори пайĕнче иртекен мероприятисенчен те айккинче юлмасть. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна çак кунсенче 55 çул тултарнă ятпа тата общество пурнăçĕнчи хастарлăхшăн Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн Тав хучĕпе чыс тунă.

— Çак хисеп мана ял халăхĕшĕн тата ытларах тăрăшма, пархатарлă ĕçсене тата хастартарах хутшăнма хавхалантарĕ,—тет вăл сăпайлăн.

Олег Сергеевичпа Светлана Ильинична виçĕ ача — икĕ хĕрпе пĕр ывăл — çуратса ÿстернĕ. Аслă хĕрĕ тухтăра вĕренсе тухса дерматологра тăрăшать. Иккĕмĕш хĕрĕ те аслă пĕлÿ илме ĕлкĕрнĕ. Ют чĕлхе вĕрентекенĕн хĕрлĕ дипломне тивĕçнĕ çамрăк специалист педагог çул-йĕрне суйласа илнĕ, çак çăмăл мар отрасльте ăсталăхне туптать. Ашшĕ-амăшĕн тĕревĕ шутланакан Никита вара ялти шкулта çеç вĕренет-ха.

Альбина НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика