Хăйĕнчен ырă йĕр хăварать

Категория: Публикации Опубликовано: 26.09.2025, 11:29 Просмотров: 136

Тутар Сăкăтĕнче пурăнакан Гиниятулла Салихов 90 çул тултарнине паллă тунă.

Гиниятулла Сеитгереевичăн ачалăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тата ун хыççăнхи вăхăтсенче иртнĕ. Чăтăмлăх тĕрĕслевне, выçлăха, самана ачалăха вăрланине лайăх астăвать вăл.

Çамрăк çерем çĕрсене уçнă çĕре те хутшăннă. Тăван яла каялла таврăнсан трактористра, комбайнерта, трактор бригадин бригадирĕнче, механикра, мастерской заведующийĕнче ĕçленĕ.

Ял хуçалăхне аталантарас ĕçе тивĕçлĕ тÿпе хывнăшăн ăна Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă. 1982 çулта вăл Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ачине, ĕç ветеранне муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ — хăтлăх кĕртессипе территорисен аталанăвĕн начальникĕ Фениль Алиуллов саламласа сывлăх суннă.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика