58 çул утаççĕ пĕр сукмакпа

Категория: Публикации Опубликовано: 26.09.2025, 11:27 Просмотров: 137

Кзыл Чишмара хисеплĕ мăшăрсенчен пĕри — Зейнуллапа Фания Тухфатуллинсем. 58 çул пĕр çемье сукмакĕпе утаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ «Юратупа шанчăклăхшăн» медале тивĕçрĕç.

Зейнулла Гиниятулловичпа Фания Хабибулловна çак ялтах çуралса ÿснĕ. Çемье пуçĕ пурнăçне ял хуçалăх отраслĕпе çыхăнтарнă. Шупашкарти ял хуçалăх институтĕнчен (халĕ аграри университечĕ) зоотехника вĕренсе тухнă.

1975-1981 çулсенче çемье Вăрмар районĕнче пурăннă. Кил хуçи тĕп зоотехникра, мăшăрĕ секретарьте ĕçленĕ. 1981 çулта вĕсем тăван ялне куçса килнĕ. Вăй питти, аслă пĕлÿллĕ специалиста «Ленинец» колхозăн ĕне-выльăх фермин тата сĕт комплексĕн начальникĕ пулма шаннă. Каярах Кзыл Чишма ял Совечĕн пуçлăхĕнче, ферма заведующинче, тĕп зоотехникра вăй хунă. Хуть ăçта ĕçлесен те шаннă тивĕçе чунтан пурнăçланă. Ахальтен мар ĕнтĕ тăрăшулăхне кура «Патăрьел районĕнчи чи лайăх ферма заведующийĕ», «Соцăмăрту çĕнтерÿçи» ятсене, Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ.

Фания Хабибулловна «Ленинец» колхозра учетчицăра ĕçленĕ, почтальонка та пулнă. Сăмах май, вăл «Патăрьел районĕнчи чи лайăх почтальонка» ята илнĕ.

Тухфатуллинсем тăватă ача çуратса ÿстернĕ: икĕ ывăлпа икĕ хĕр. Ирек Тутар Республикинчи Теччĕри совхоз-техникумра механик профессине алла илнĕ. Паян вăл предпринимательте тăрăшать. Эдуард Набережный Челнинчи гуманитари институчĕн выпускникĕ. «Нижнекамскнефтехим» пĕрлешÿре инженер пулса ĕçленĕ. Эдита хĕрĕ Хусанти экономика институтĕнче ăс пухнă, тĕп бухгалтерта вăй хунă. Шел пулин те икĕ пĕр тăванăн та ĕмĕрĕ кĕске пулнă. Эльза та аслă пĕлÿллĕ, вăл Хусанти 188-мĕш лицейра вĕрентекен тата «Луч-Нур» ача-пăча центрĕнче тьютерта ĕçлет.

Зейнулла Гиниятулловичпа Фания Хабибулловна ыранхи куна çутă ĕмĕтпе пăхаççĕ. Вĕсене 8 мăнукĕпе 3 кĕçĕн мăнукĕ пурнăç илемне парнелеççĕ.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика