Пĕтĕм Рççейри «Наци кросĕ» чупу пĕлтерĕшĕ çултан-çул ÿссе пырать. Сентябрĕн 20-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи «Паттăр» стадионта йĕркеленĕ массăллă кросс чăн-чăн спорт уявĕ пекех иртрĕ! Пурнăç йĕркине спортпа çыхăнтарнисемшĕн, старта тăракансемпе куракансемшĕн уяр та хĕвеллĕ кун тата ытларах хавхалантарчĕ. Спорт лапамĕ ирхине 11 сехетрен пуçласа кăнтăрла иртичченех спортсменсен, вĕсене хавхалантаракансен сассипе, хаваслă юрă-кĕвĕпе янăраса çеç тăчĕ.
Мероприятие уçнă çĕре муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Эмир Бедертдинов, округ депутачĕсем, Юхмапа Пăла тăрăхĕн паллă спортсменĕсем тата ыттисем те хутшăнчĕç.
Чупу савăнăçа пĕрле пайланинчен пуçланчĕ. ГТО нормативне кăтартуллă тултарнă хастарсене, пĕрремĕш спорт разрядне тивĕçлĕ пулнă спортсменсене, «Чăваш Енĕн хаваслă çу кунĕсем» проект хастарĕсене тĕрлĕ шайри наградăпа чысларĕç. Шамиль Вахитов паллă кĕрешÿçĕне вара «Раççей спорт мастерĕ» хисеплĕ ята тивĕçнипе саламларĕç.
— Патăрьел муниципалитет округĕ республикăра пур енĕпе те кăтартуллă хутлăх. Вăл шутра спортпа физкультурăна аталантарас тĕлĕшпе те çулсеренех çĕнĕ çитĕнÿсем савăнтараççĕ. Паянхи массăллă чупăва çынсем кар тăрса хастар хутшăнни те çакнах çирĕплетсе парать,—терĕ ведомство ертÿçи старта тăракансене ăнăçу сунса.
Ырă йăлана малалла тăсса старта чăн малтанах Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Эмир Бедертдинов, округ депутачĕсем, организаци-предприяти, учреждени ертÿçисем, территори пайĕсен пуçлăхĕсем тăчĕç. «Пиртен тĕслĕх илĕр» ятпа старт илнĕ Наци кросĕ пысăк хавхаланупа пуçланчĕ, çавăн пек кăмăлпах вĕçленчĕ.
Пĕтĕм Раççейри массăллă чупăва чи кĕçĕннисенчен, ача садĕнчи шăпăрлансенчен пуçласа 60, 70, 80 çул тултарнă спорт ветеранĕсем те кăмăлтан хутшăнчĕç. Уйрăмах шкул ачисем хушшинче хĕрÿ кĕрешÿ пычĕ.
Старта сывлăх хуралĕн, вĕрентÿ, культура отраслĕсен хастарĕсем, йĕрке хуралĕн сотрудникĕсем, территорисен пайĕсен пуçлăхĕсем тата ыттисем те пысăк йышпа хутшăнни Патăрьел муниципалитет округĕнче спортпа физкультурăна мала хуракансем йышлансах пынине тепĕр хут çирĕплетрĕ. Мĕн пурĕ тĕрлĕ ушкăнпа 700 ытла спортсмен хăйсен вăйне чупура тĕрĕслерĕ. Спорт уявне вара тăватă пине яхăн çын хутшăнчĕ!
Альбина ЕГОРОВА
Август 2026 |
