Ĕç хăвăртлăхне ÿстерме сĕннĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 26.09.2025, 11:23 Просмотров: 139

Культура объекчĕсене çĕклес, çĕнетес тĕлĕшпе муниципалитет округĕнче начар мар ĕçлеççĕ. Çакна юлашки çулта Тури Чакăра тата Анат Чакăра çĕнĕрен тунă кану çурчĕсене хута яни те уççăн çирĕплетет. Татмăшра та çывăх кунсенчех çĕнĕ культура çурчĕ алăкне уçĕ.

Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче те паян тĕпрен юсав ĕçĕсем хĕрсех пыраççĕ. Кунти строительство ĕçĕсем мĕнле пынипе муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов республикăри ял хуçалăх министрĕпе Андрей Макушевпа тата район прокурорĕпе Андрей Афанасьевпа паллашнă.

Вырăна тухса ирттернĕ черетлĕ канашлура халиччен мĕн тунипе çырлахмасăр ĕç хăвăртлăхĕ ерипенрех пулнине палăртнă. Уйăх пуçламăшĕнченпе те лару-тăру питех улшăнман. Сентябрĕн 19-мĕшĕ тĕлне ĕçĕн калăпăшне 30 процента яхăн çеç пурнăçланă. Çавна май объекта палăртнă вăхăта ĕçе кĕртес тесен чылай тăрăшмалла.

Подрядчика эрнери кашни кун (кану кунĕсенче те) тухăçлă ĕçлеме сĕннĕ. Кирлĕ пулсан юсава икĕ сменăпа та йĕркелемелле. Ĕç вăйĕ çитмесен ыттисене явăçтармалла. Культура объектĕнчи ĕçсем мĕнле пыни тимлĕхре пулĕ.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика